Моргаушский муниципальный округ

Хĕрлĕ йытă çулĕнчен мĕн кĕтмелле

 

Йăлана кĕнĕ тăрăх çулсеренех декабрь уйăхĕнче  Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илессине  сÿтсе яваççĕ, хаçат-журналсем çинче çакăн пирки сĕнÿсем нумай параççĕ.

Пĕлетĕр ĕнтĕ, 2006 çул – Хĕрлĕ Йытă çулĕ. Çĕнĕ çулта пире кăçалхи пулăмсем малалла илсе кайĕç,  çавăнпа та Хĕрлĕ йытă çулĕ лăпкă тата мирлĕ пуласси ик телейлĕ. Анчах та уншăн тĕлĕнме кирлĕ мар. Юлашки вун пилĕк çулта пирĕн çĕршывра пурăнакансене никам та лăпкăн пурăнатăр тесе шантарман. Хăнăхрăмăр хальхи пурнăçа.

Ăнăçусен çулĕ...

Ан хăрăр – Хĕрлĕ Йытă тени вăл хаяр пулнине пĕлтермест, унăн хĕрÿлĕхне кăна палăртать. Çавăнпа та 2006 çул ăнăçлă, активлă, ĕçлĕ тата кăштах канăçсăртарах иртмелле. Çавăнпа та кирек епле ĕçе те хăюллăнах пуçăнма пултаратăр. 2006 çул валли план хатĕрлени те ытлашши пулмĕ.

Çĕнĕ çул юрату валли çав тери лайăх вăхăт пулма пултарать. Вăхăта ан тăсăр, камăн мăшăр çук, çемье çавăрма васкăр. Сирĕн те тăвăллă роман пуçланса кайĕ.

Юрату вăл аван-ха. Йытă чун-чĕререн юратма пĕлекен пĕртен-пĕр чĕр-чун.  Вăл хăйĕн хуçине юратнипе тем тума та хатĕр. Хуçи хаяр, усал, тÿрккес е ÿсĕр пулсан та йытă çав-çавах хуçине юратать. Çакна валли унăн чăннипех пултарулăхĕ те çитет.

2006 çулта ушкăнсене пĕрлешсе, пĕрле пĕр командăпа ĕçлесен лайăхрах. Тепĕр енчен илсен, çитес çулта кирек епле пĕрлехи проектпа тимлесен те вăл ăнса пурнăçланать. Сăмах май каласан пĕрлехи проект шутне çакă та кĕрет: çĕнĕ машинăна упăшки илет, арăмĕ руль умĕнче ларать, машинăна вара пурте, пĕтĕм çемье ярăнать, ачисем те, йыттисем те.

Çĕнĕ 2006 çула мĕнле кĕтсе илмелле, мĕн тăхăнмалла; Хĕрлĕ Йытă çулĕнче хĕрлĕ кĕпе-тумтир тăхăнмалла. Çавăн пекех хĕрлĕрех, кĕренрех е шупка хĕрлĕ тĕссем те килĕшÿллĕ пулаççĕ. Китайра, сăмахран, хĕрлĕ тĕс ăнăçăва, хĕрÿлĕхе, тимлĕхе пĕлтерет.

Хĕрарăмсен хитререх пулас тесен декольте кĕпесем тăхăнсан аван. Маникюр, макияж, прическа ăшă кăмăла çирĕплетсе тăччăр. Çĕнĕ çулта телейлĕ пулас тесен ăна капăр тумпа, лайăх кăмăлпа кĕтсе илĕр. Чаплăрах курăнас тесе хĕрлĕ тĕс патне кăштах ылтăн тĕс е ылтăнран хатĕрленĕ изделисене усă курăр, вĕсем çак каç ăрăмçă вырăннех пулаççĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче эсир ылтăнран хатĕрленĕ япаласем тăхăнсан çитес çулта сирĕн финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру палăрмаллах лайăхланĕ. Енчен те çĕнĕ çултан эсир хÿтлĕх туйăмĕ е чун-чĕре ĕçĕсем майлашăнса каясса кĕтетĕр пулсан хăюллăнах рубинран е гранатран хатĕрленĕ изделисене тăхăнăр. Иккĕшĕ те пулсан татах лайăхрах.

Çĕнĕ çул япалисем çавăн пекех çуртасем, Китайăн хĕрлĕ хунарĕсем тата бенгали çутисем пулмалла. Çĕнĕ çула вучах е камин умĕнче кĕтсе илсен татах та аванрах. Çулăм мĕн чухлĕ вăйлăрах, çĕнĕ çул çавăн чухлĕ илĕртÿллĕрех пулĕ.

Уяв сĕтелĕ çинче ытларах аш-какайран хатĕрленĕ апат-çимĕç пулмалла. Уйрăмах ăшаланă аш-какай пултăр. Пулăран, тинĕс продукчĕсенчен те пăрăнма кирлĕ мар. Анчах йытăсем вĕсене питех юратмаççĕ.

Çĕнĕ çул парнине мĕн парасси пирки те тĕплĕн шутламалла. Нумайăшĕн йытă е йытă çури парнелес кăмăл пулма пултарать. Ан манăр, çакă вăл питĕ тимлĕ утăм. Анчах çакă сирĕн юлташăршăн е тусăр-тăванăршăн кĕтменлĕх ан пултăр. Йытă усрасси вăл пысăк та яваплă ĕç. Çав вăхăтрах савăнăç та кÿрет. Йытă çурин теттисене, йытăсем пирки фильмсем парнелеме юрать.

2006 çул хĕвел тухăç календарĕпе январĕн 29-мĕшĕнче пуçланать. Йытă çулĕнче çуралнă çынсем ялан тенĕ пекех тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынсем, шанчăклă туссем тата мăшăрсем.

Çĕнĕ çул ĕçлĕ çынсемшĕн ăнăçлă вăхăт, анчах мĕн пур ыйтусене саккунпа килĕшÿллĕн татса памалла. Сăмах патăр пулсан, ăна тытăр, пурнăçлăр.

Çитес çулта професси ăсталăхне ÿстерме тата укçа-тенкĕ енчен лару-тăрăва лайăхлатма майсем пулаççĕ. 2006 çулта ачасем çураласси ÿсет. Шăпа хăйсен ăсталăхне кăтартма ăнтăлакансене уйрăмах пулăшать. Хăвăрăн пултарулăха кăтартма ан вăтанăр. Çĕнĕ çул Шыв тăкан паллинче вăя кĕрет, çак вăхăтра планетăсем пухăнни сире çăлтăрсем пулăшни çинчен калать. Мĕнле те пулин ĕçе пуçăниччен лайăх шутлăр.

Çĕршыври политика пурнăçĕнче те улшăнусем пулаççĕ. Раççейри нумай чиновниксем ыттисене вырăн параççĕ, çав вăхăтрах хăйсем те "хĕвел айĕнче вырăн тупĕç". Ку çул тĕрĕслĕх мала тухнине, саккунсем çĕнтернине палăртакан вăхăт пулĕ. 2006 çул Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ тата уçăмлă çул пулĕ.

Хĕвел тухăç гороскопĕ мĕн калать;

Кушаксем. Çитес çул пурнăç сирĕн чăтăмлăха тĕрĕслĕ. Ан манăр, пурнăç кашни умне татса пама пултарнă чухлĕ ыйту кăларса тăратать, çирĕп кăмăл сире ку ĕçре пулăшĕ. Шутламасăр йышăнусем ан тăвăр. Хăвăрăн сывлăх çине тимлĕх ытларах уйăрăр, иртсе каякан йывăрлăхсемшĕн ан кулянăр, вĕсенчен ан хăрăр. Вара вĕсене çăмăллăнах çĕнтерме пултаратăр. Ку енĕпе сире юратнă çыннăр пулăшĕ, унăн сĕнĕвĕсене итлĕр.

Çулталăк варринче лару-тăру улшăнать. Эсир йăнăшсене тÿрлетсе иккĕмĕш çур çулта «çĕнĕ пурнăç» пуçлатăр.

Аçтахасен тунсăхлама вăхăт пулмĕ – тĕрлĕ пулăмсен авăрне лекни чарса тăрĕ. Анчах тĕрлĕрен пĕрлешÿсем тата туслă çыхăнусем йĕркеленипе пĕрлех хирĕç тăракансем тапăннине те сирмелле пулать. Енчен те эсир лайăх шутласа тĕрĕс йышăну тăватăр пулсан укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăру та улшăнать. Çемьене, мăшăра ытларах тимлĕх уйăрăр.

Çĕленсен чи малти вырăнта ĕç пулĕ. Хăвăрăн пуян опыта тата туссен сĕнĕвĕсене шута илсен эсир мĕн шутланине пурнăçлама пултаратăр. Анчах та ытлашши ан тăрăшăр, пурнăçлама пултарайман ĕçе ан тытăнăр. Сывлăх тата йăла ыйтăвĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрăр. Ĕç улăштарас пулсан хăюллăнах тытăнăр, çĕнĕ çул çĕнĕ карьера тума ăнăçлă пулать.

Лашасем хăйсем çине ытларах тимлĕх уйăрнипе савăнма пултараççĕ. Енчен те кирлĕ информаци е усăллă паллашу пулсан пăрăнса ан иртĕр. Сире ырă вăхăт кĕтет, ăнăçлă çул пулать. Çакна çулла лайăх туйса илетĕр. Эсир ĕмĕр тăршшĕпех шыранă çын тупăнни туйпа вĕçленме пултарать. Пултарулăх ĕçне пуçлама меллĕ тапхăр. Вăхăта ачасемпе ытларах ирттерĕр, çемьери хутшăнусене çирĕплетĕр. Йыш хушасси пирки  те шутлама юрать.

Качакасен авторитета çирĕплетме тивет, ăна хирĕç тăракан кĕвĕç çынсем тăсма пултараççĕ. Çынсене сахалтарах критиклĕр, «чĕпĕтсе илме» ан васкăр. Ун чухне тăшмансем сахалрах пулĕç. Тавлашуллă ыйтусене хуллен тата лăпкăн татса парăр. Хăвăр йĕри-таврари çынсемпе тимлĕ пулăр. Хăвăра кахаланма ирĕк ан парăр, хĕвел айĕнчи вырăншăн кĕрешмелле, тăрăшни  харама каймĕ. Укçа-тенкĕ енчен лăпкă çул пулĕ, çухату та, хутшăнни те пулмĕ. Документсемпе тата куçса çÿрессипе мĕн пур ыйтусене хăвăрт татса паратăр. Курса çÿрени пурнăçа çĕннине нумай илсе килет.

Упăтесем пысăк ÿсĕмсем тăвĕç. Савăнăр, тăрăшни сая каймасть. Пурнăçа лайăхлатма майсем пулаççĕ. Çынсемпе ытларах хутшăнăр, паллашăр, малтанхи туссене те ан манăр. Кашни ыйтăва васкамасăр, майĕпен татса парăр, ун чухне çулталăк сирĕншĕн çĕнĕ ÿсĕмсемпе вĕçленĕ. Коммерци ĕçĕпе аппаланма тата туянма меллĕ вăхăт. Юрату енчен те йĕркеллĕ, пĕччен пулсан çĕнĕ роман пуçлансан вăл мăшăрланупа вĕçленме пултарать.

Автансемшĕн Çĕнĕ çул ăс-тăна пуянлатассипе те пурлăх пухассипе те ăнăçлă. Çулталăк пуçламăшĕнче укçа-тенкĕ чакнишĕн ан пăшăрханăр, мартра пĕтĕмпех йĕркеленет. Хăвăр туйăмсене ытларах шанăр, сĕнÿсенчен ан пăрăнăр, вĕсем усăллă пулĕç. Ытларах канăр, вăй пухăр. Çитес çулта сирĕн хăвăр мĕне пултарнине  кăтартмалла пулать, Юратура эсир чи телейлĕ вăхăта çитетĕр.

Йытăсен хăйсен нумай çынсемшĕн тĕслĕх тата çул кăтартакан пулнине манмалла мар. Çавăнпа та сирĕнтен ытларах ыйтма пуçлĕç. Яланах тĕрĕслĕхпе пурăнăр, ун чухне ăнăçусем пулĕç, мĕн шутлани те пурнăçланĕ. Ырă ĕçсем пуçлама меллĕ вăхăт. Ан вăтанăр, пуçаруллă пулăр. Халĕ сирĕнтен нумай килет, пурнăçăн кашни сферинчен активлă пулăр. Сирĕншĕн çулталăкăн варри тата вĕçĕ ăнăçлă. Мăшăрсен çемьери хутшăнусене çирĕплетсе пымалла, хăй еккипе ямалла мар.

Хир сыснисен 2005 çулта пуçăннă ĕçсене вĕçлемелле, парăмсене татмалла, сăмах панисене пурнăçламалла. Чылай интереслĕ мероприятисене хутшăнатăр, вĕсем нумайлăха асра юлĕç. Çыхăнусем йĕркелĕр, кирлĕ çынсемпе паллашăр, ытлашши пулмĕ. Усăллă ĕçсене пуçлăр, вăйсене лайăх шута илĕр, ун чухне пĕрремĕш çур çултах ÿсĕмсем пулĕç. Хăвăрăн мăшăра ытларах тимлĕх уйăрăр, пĕсĕк парнесемпе савăнтарăр, вара пурте йĕркеллĕ пулĕ.

Йĕкехÿресем хăйсен телейне хăйсемех тупаççĕ. Сирĕн пысăк улшăнусем пулаççĕ: туслăх-и вăл е ĕç, е имидж – пурте пурнăçа лайăхлатма пулăшаççĕ. Эсир ăнăçлă çын, анчах ĕçлемесĕр, хăвăртан çирĕп ыйтмасăр нимĕн те пулмасть. Сирĕншĕн çул туслăхпа тата пĕр-пĕрне пулăшнипе иртĕ. Çывăх туссем анчах мар, нумай пулмасть паллашнисем те пулăшĕç. Çĕнĕ ĕç тупăнсан коллективпа туслашăр, ырă пуçарусене çул парăр. Çемьери хутшăнусем йĕркеллĕ пулĕç.

Вăкăрсем çĕнтерÿсен никĕсне хатĕрлеççĕ, çавăнпа та васкама кирлĕ мар: кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Ĕçри позицие çирĕплетĕр, çемьепе ĕçлĕр. Хĕрарăмсен арçынсем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хăвăр çинчен мар, юнашар пурăнакансем пирки ытларах шутлăр. Хăвăртан нумай килет. Çулталăк лайăх вĕçленет.

Тигрсем çав тери ÿсĕмлĕ ĕçсем тăваççĕ. Сирĕн пурнăç нумай енĕпе ăнса пырать, уйрăмах профессиĕçĕнче. Çул çÿреме, паллашма меллĕ вăхăт. Çемьере те пурте лăпкă, йĕркеллĕ. Мăшăрланакансемшĕн 2006 çулта çемье çавăрни телейлĕ пулĕ.

Çак прогноза хĕвел тухăç гороскопĕнчен илнĕ. Ăна ĕненесси вара кашнин ирĕкĕ. Апла пулин те, хăш-пĕр сĕнÿсем усăллă пулма пултараçç


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться