Чăннипех халăх коллективĕ
Пирĕн районта «халăх» ятне тивĕçнĕ пултаруллă коллективсем сахал мар. Вĕсен кашнин хăйĕн çул-йĕрĕ, аталанăвĕ. Халăхăн культурине аталантарас, вĕсене усăллă канма майсем туса парас енĕпе çак коллективсем чăннипех пысăк ĕç тăваççĕ.
Иртнĕ эрнере Кашмашри Культура çуртĕнче «Муркаш» фольклор ансамблĕ «халăх» ята тивĕçнине çирĕплетме пысăк концерт кăтартрĕ. Коллектив ĕçне хаклама республикăран компетентлă жюри килнĕ. Вĕсен хушшинче: Шупашкарти «Уяв» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.А. Козлова, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн фольклорисчĕ, ЧР Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Г. Лаврентьева, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн хореографĕ, Чăваш халăх артистки Л.А. Попова тата Муркашра тимлекен ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю.Н. Жуков.
Фольклор ушкăнĕ концерт валли пысăк та пуян программа хатĕрденĕ. Çулла урамра иртекен вăйă каçне, вырăнти юрă-ташăсене, сурхури каçне – улах юрри-вăййисене, туй йăлипе юрри-ташшисене, хăна юрри-ташшисене кăтартрĕç вĕсем.
«Муркаш» фольклор ансамбльпе ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ З.К. Яковлева доцент ертсе пырать. Музыка ертÿçисем А.В. Аникин учитель тата Йÿçкассинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Э.Н. Степанов. Вĕсемсĕр пуçне çак коллектива йĕркелесе, пĕрлештерсе тăрассишĕн агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен пофсоюз райкомĕн ертÿçи Ф.Ф. Григорьева нумай тăрăшать.
Муркаш районĕн çыннисем ĕлĕкех тĕрлĕ уявсенче тăванĕсемпе, ял-йышпа пĕрле пухăнса юрласа-ташласа савăннă, хуйхи-суйхине пусарнă. Тĕрлĕ ялсенче тĕрлĕрен юрăсем анлă сарăлнă. Районта ырă йăла-йĕркесене, уявсене çамрăк ăру валли упраса хăварас тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпе ятарлă кĕнеке те пухса кăларнă. Анчах та кашни уяври юрăсене çав кĕнекене кĕртсе пĕтерейместĕн. Вăл ăруран ăрăва куçса пырса кăна халăх асĕнче юлма пултарать.
Ку тĕлĕшпе "Муркаш" ушкăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Вĕсен репертуарĕнче Муркаш, Явăльня, Çармăçкасси, Кăпас, Юнкă, Москакасси т. ыт. ялсенче çырса илнĕ юрăсем. Вĕсен содержанийĕ те интереслĕ, вăл çамрăксен, вырăнти халăхăн шухăш-кăмăлне лайăх палăртать, кĕввисем те илемлĕ. Акă, сăмахран:
Юрă пуçласа юрларăм,
Шухă тесе ан тиркĕр.
Е тата:
Чашки-чашки сар мăйăр,
Татмасăрах пулмасть вăл.
Юрă пуçласа юрласси
Начар çынран пулмасть вăл.
Çапла шăрантарать фольклор ушкăнĕ юрă хыççăн юрă. Ку ансамбле пĕрремĕш кунран тытăнсах юрлама-ташлама юратакан, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ.
Акă, В. Сергеевăн чапĕ хăйĕн пултарулăхне кура таврана сарăлнă, ташă-юрăна та, купăс калама та ăста вăл, çыхăну узелĕнче водительте вăй хурать. В. Григорьев - ЛТЦ-3 электромонтерĕ, Э. Замятина - рабочи, Ю. Кузьмина - оператор, Э. Федотова - воспитатель, Р. Куликова - библиотекарь, Н. Сазонова - склад заведующийĕ т. ыт. те. Вĕсем пурте вăхăта шеллемесĕр юрлама çÿреççĕ, ялсене кайса концертсемпе, илемлĕ юрăсемпе савăнтарççĕ. Хăна-вĕрле пухăнсан хитре юрăсем шăрантарса çынсене тĕлĕнтереççĕ.
Жюри членĕсем "Муркаш" фольклор ушкăнĕн пултарулăхне лайăх хак пачĕç. Апла пулсан коллективăн малашлăхĕ пур-ха. "Халăх коллективĕ" ята илме те тивĕçлĕ вăл. Концерт хыççăн куракансем пĕри хыççăн тепри пырса вĕсене тав туни çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.