Çемьере хирĕçсен – лăплантараççĕ
Депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе административлă комиссин çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ. Унăн ертÿçи пулма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н. Иванова шаннă.
Январĕн 11-мĕшĕнче административлă комиссин пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Ларура «ЧР административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен» калакан Чăваш Республикин саккунĕн 19 статйипе пилĕк ĕç пăхса тухнă. Сăмах кунта çемьере, йăлара хирĕçÿ, шăв-шав туса ыттисен канлĕхне татнă пирки пырать.
Ишмулари С.В. Сидукова ватă ашшĕ-амăшĕпе тăтăш хирĕçнĕшĕн 300 тенкĕ, çемьере шăв-шав кăларнăшăн Муркашри Н.Н. Аргандеева 300 тенкĕ, Юнкăри Н.А. Селюшкина 300 тенкĕ, Муркашри А.В. Арефьева 600 тенкĕ, Шаптакри Н.Е. Макарова 300 тенкĕ штраф панă.