Çамрăк çемьесене - Çĕнĕ Çул парни
Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри хушма конкурсăн «Çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммăна пурнăçлас ĕçре çĕнтерсе 15 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Ăна ача çуратнă çамрăк çемьесене параççĕ. Çак уява кĕтсе илнĕ кунсенче республикăри 83 çемье чыслă лару-тăрура сертификатсем илет. Кашни çемьенех 187 пин тенкĕ тивĕçет.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"