Моргаушский муниципальный округ

Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле

 

Декабрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ЧР Патшалăх Канашне «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» Çырупа тухрĕ.

2006 çул республикăра пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, палăртрĕ президент. Вырăнти хăй тытăмлăх реформи ĕçе кĕрет. Вăл йĕри-тавра пулса иртнишĕн кашни гражданинăн ответлăхне ăнланса илме пулăшмалла. Наци проекчĕсене эффективлă вăя кĕртме пуçламалла. Вĕсене те кашни гражданин, вырăнти влаç хутшăнмасăр тума çук, терĕ Н.В. Федоров.

Çавăнпа президент Çырупа яланхи пек февраль-март  уйăхĕсенче мар, Çĕнĕ çул умĕн тухрĕ. Иккĕленсе тăма вăхăт çук. Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле.

Çырăва итлеме ял тăрăх (поселени) пуçлăхĕсене чĕнни ăнсăртран мар. Вырăнти влаçа çĕнетни ыттисен шучĕпе пурăнас текен шухăша пĕтермелле. Уйрăм ял ыйтăвĕсене район, республика е Мускав шайĕнче татса памаççĕ. Вырăнти территорие аталантарассишĕн, бюджета ÿстерессишĕн, тирпейлĕхшĕн тата ытти кулленхи «вак-тĕвексемшĕн» ялти пуçлăхсем ответлă. Пуçаруллисемпе  активлисене пулăшатпăр, палăртрĕ Н.В. Федоров.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться
;