Моргаушский муниципальный округ

Асран кайми Юрий Скворцов

 

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Юрий Илларионович Скворцов çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Вăл маншăн çав тери çывăх пулнă, ăна аса илсе çырнă хайлавăма вулакансене сĕнес терĕм.

Мĕн пĕчĕкренех пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе ÿснĕ эпир. Анчах та çакăн пек паллă чăваш писателĕ Пуласса чухламан та. Аса илÿре Юрий Илларионович биографийĕпе хам пурнăçа çыхăнтартăм, уншăн мана вулакансем каçарĕç тесе шутлатăп.

Эпĕ Муркаш районĕнчи Актай ялĕнче (1944 çулччен Элĕк районне кĕнĕ) 1925 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1927 çулта ман тăван атте Лука Никонович чирлесе вилнĕ, аннепе иксĕмĕр тăлăха тăрса юлнă. Çав вăхăтрах Актайран инçе мар Хурăнкасси ялĕнче Яков Кондратьевич Кондратьев çамрăк хресчен арăмĕпе ывăл ачи вилнипе хусаха тăрса юлнă. Ăна ман аннене тупса параççĕ евчĕсем. Çак ырă çын аннене качча илет, мана та урапа çинчи арча («хĕр япали» ĕнтĕ) çине лартса Хурăнкассине илсе каять. Эпĕ туй юрри юрласа пырса кĕнĕ имĕш çĕнĕ яла, çавна аса илсе кулатчĕç манран Хурăнкассисем. Мĕншĕн çыртăм-ха çакна; Яков Кондратьевич, манăн иккĕмĕш атте, Юрий Скворцовсен аслă йăхне тăван тивет пулнă иккен: аттен амăшĕпе Наталия Игнатьевнăпа Юрий аслашшĕ (ашшĕ тăрăх) Киттук, Тит Игнатьевич пĕр тăвансем, пиччĕшĕпе йăмăкĕ пулнă. Çапла вара эпĕ те Юрий йăхĕнче ÿссе çитĕнтĕм. Киттук старике те, Натали асаннене те аван ас тăватăп, питĕ ырă кăмăллă, лăпкă ватăсемччĕ вĕсем. Уйрăмах Киттук ывăлĕ Риван, Илларион Титович, Юрийĕн ашшĕ ĕнтĕ, ырăпа асра юлнă. Йăваш чунĕпе уйрăлса тăратчĕ ялти арçынсем хушшинче, пирĕнпе, ачасемпе, яланах ăшшăн калаçатчĕ.

1931-1932 çулсем. Ялсенче колхозсем йĕркелеме пуçларĕç. Çак юхăмра, паллах, ăслă та хутла чылай вĕреннĕ Илларион Титович аякра тăма пултарайман. 1928 çулччен Чăваш Сурăм вулăсĕн ертÿçи пулнăскер, хăйĕн тăван Хурăнкасси ялĕнче колхоз йĕркелесен чи малтан унăн председателĕ пулчĕ, миçе çул хушши ĕçленине ас тумастăп ĕнтĕ.

Ман аттене, чухăна, авлансан, çурт лартма ялăн анат вĕçĕнче, уй хапхин тулаш енче вырăн панă пулнă та, атте аран-аран вăй çитерсе, урамалла икĕ пĕчĕк, кил хушшинелле тепĕр пĕчĕк чÿречеллĕ пĕчĕк пÿрт лартнăччĕ. Çурчĕн те, ампарăн та, сарайăн та çийĕсем улăмччĕ. Ялти çамрăксемпе ачасем, уй хапхинчен тухса, пирĕн тĕлтен Сурăм шывĕ хĕррине шыва кĕме çÿретчĕç. Колхозсем пуçланнăччĕ ун чух, 1933-1935 çулсемччĕ. Ял ачисем хушшинче Илларион Титович  ачисем яланах улăх пуçне шыва кĕме, хур чĕпписем евĕр утса, каятчĕç: малта Аркадий, ун хыçĕнче Леонид, чи кайри – Юра, малтисене вĕтĕлтетсе чупа-чупа çитсе пыратчĕ. Эпĕ Аркадирен икĕ çул аслăрах пулнă та вĕрентме хăяттăм:

- Мотри, Аркаш, тарăн санкăлтăк çĕре ан кĕрт вĕсене, шыва путĕç!

Ман çине хăюллăн пăхса илетчĕç те нимĕн шарламасăр малалла утатчĕç. Хăш чух Аркадий аллинче вăлта хулли курăнкалатчĕ. Таврăннă чух Юра аллинчи шуç-тимĕр банкине кăтартса:

- Эпĕ те паян сакăр йăпăлтак тытрăм, - тесе мухтанатчĕ Ман умра. Эпĕ хам чун айĕнчи йăпăлтак пулăсене тытма вичкĕнех марччĕ те Юрăн пуллисене ăмсанса пăхаттăм.

Майĕпен Хурăнкассинче колхоз ура çине тăма пуçларĕ. «Надежда» ят пачĕç пирĕн 34 хуçалăхран чăмăртаннă колхоза. Те Надежда Крупская ячĕпе, те ахаль «Надежда» - шанчăк пĕлтерĕшĕпе, ас тумастăп ĕнтĕ ăна. Епле пĕр шухăшлă пулса, кар-р тăрса, туслăн та ÿрĕккĕн тухатчĕç пĕрлештернĕ уйсене. Ял çыннисем – вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем, ватă карчăксемпе мучисем, вĕренекен ачасем: ăмăртса утă çулатчĕç, алăпа тырă выратчĕç, аван çапатчĕç тăпачăпа та молотилкăпа. Эпир, шкул ачисем, икшер лаша кÿлсе молотилка маховикне çавăраттăмăр. Ăшă кулă, шÿт, юрă янăратчĕ ĕçре. Савăк пурнăç пек туйăнатчĕ «ĕç кунĕсемпе» илнĕ тыр-пул тепĕр çулччен çиме çитмесен те. Çу кунĕсенче эпĕ те колхозра ĕçлеттĕм вăй çитнĕ таран, хĕлле шкулта вĕренеттĕм. Çичĕ çултах атте виçĕ лаша кÿлсе паратчĕ те «Ăн-н-ну!» тесе анлă уйсем тăрăх тусан мăкăрлантарса сÿрелеттĕм виçĕ сÿрепе. Урасенче - çăпатаччĕ.

Пĕррехинче ялта хыпар сарăлчĕ: Риван арăмĕнчен уйрăлса аслăрах икĕ ывăлне Аркадипе Леонарда хăйпе пĕрле илсе кайнă... Ак тамаша! Епле пулса тухрĕ ку; Ăçтан пĕлен, тем пулнă вĕсен çемйинче. Юрăпа Тамара йăмăкĕ амăшĕпе яла юлаççĕ, ман çывăх туссем урăх çĕре тухса кайнă ашшĕпе.

Юра амăшĕ ялти тепĕр арçынпа, çемйине пăрахнăскерпе, Микулайпа пĕрлешет. Николай Мироновичăн ывăлĕ те Аркади ятлăччĕ. Юрăпа Тамара унпа пĕр килти ачасем пулса тăраççĕ. Аркади, Юрăран самаях аслăрахчĕ те, ялти-уйри ĕçсене хутшăнатчĕ. Ашшĕ, Микулай, район центрĕнче финанс пайĕнче ĕçлетчĕ пулас.

Юра пулă тытма юрататчĕ. Ялĕ пĕчĕк пулсан та урамсем хушшинчи çырмара тăватă пĕвеччĕ, пуллисем кĕшĕлтететчĕç кăна. Кăвак çутăллах тухса ларатчĕ пĕве хĕррине Юра, темле çывăрас килет пулсан та. Хырăм выççи хистет, хĕтĕртет шыв хĕррине анма. Вăрçă çулĕсенчен пĕрринче пулнă-ха çак. Ун чух колхоз председателĕнче ĕçленĕ пуçтах хĕр арăм Юрăн пулăпа тултарнă пĕчĕк витрине тытнă та каялла пĕвене тăкнă, хăйне пĕве хĕрринчен хăваласа янă. Вĕри куççÿлпе таврăннă киле Юра. Çак пÿтсĕрлĕх çинчен мана çартан таврăнсан ял çыннисем каласа кăтартрĕç.

Пулă тытас ăсталăха Юрий Илларионович хăйĕн «Юрăç Ваççа» калавĕнче илемлĕн хайлать.

ХХХ

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнчĕç, хаяр вăрçă пуçланчĕ. Юрăн аçаçури ашшĕне Микулая фронта илсе кайрĕç. Тамарăпа Юрăн тăван амăшĕ пур, Аркашăн – никам та. Çапла ача-пăча шăпи. Вăрçă тапхăрĕн малтанхи çурринче Скворцовсен çемйи ялта епле пурăннине  ас тумастăп, вăхăт та çукчĕ вĕсем патне çÿреме. Паллах, пылак пурнăç пулман вĕсен те. Юра ытти ачасемпе яланах колхоз ĕçне хутшăннине астăватăп. 1942 çулта Йÿçкасси вăтам шкулне пĕтерсе тухрăм, çичĕ уйăх хушши Панкли  ял канашĕн секретарĕнче хут çырса лартăм, 1943 çулхи пуш уйăхĕнче мана çара илсе кайрĕç.

ХХХ

«Уках хуранĕ» повеçре Уках, Ольга тата Хĕветли хĕр сăнарĕсем пур. Вĕсене пурнăçранах илнĕ Юра. Коля каччă сăнарĕ чылай вырăн йышăнать. Ку сăнара тĕпрен манран илнĕ. Эпир тăватсăмăр та Хурăнкассинчен, Юрăн тăван ялĕнчен. Повеçре Коля тыткăнра пулнă, вăрçăра «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕ илнĕ. Кунта автор художество енчен ăсталаса ман сăнара «пуянлатнă». Эпĕ тыткăнра пулман, орден та илмен. Укахви 1949 çултах чирлесе вилчĕ. Паян куна Ольга тата эпĕ пурăнатпăр. Хĕветли аллăмĕш çулсенче Мускава вербовкăпа ĕçлеме тухса кайнăскер, виçĕм çул виличченех унта пурăнчĕ. Укахвипе Ольга – ман тантăшсем. Хĕветли пĕр çул аслăрах, 1924 çулта çуралнă. Ольга халĕ пенсионерка, Шупашкарта пурăнать. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз бригадирĕ те, кладовщик та, сĕт-çу пухакан агент та пулса ĕçленĕ вăл.

Пирĕн, вăрçăран сывă юлнисен, кайран та хĕсмĕтре чылай тăмалла пулчĕ. Çичĕ çул та пилĕк уйăх пурăнтăм салтакра. 1948 çулхи çу уйăхĕнче мана Грузирен тăван яла отпуска ячĕç. Çитсен тепĕр кунне анне мана:

- Санăн тантăшу Укахви питĕ йывăр чирлĕ выртать, кайса кур, ачам, - терĕ. Эпĕ каçалапа хамăртан икĕ çурт урлă анаталла пурăнакан Александр Лазаревич хĕрĕ Укахви патне кайрăм. Вăл чăнах та урам енчи чÿрече умĕнче кивĕ сăхмансем саркаланă хыт тенкел çинче чирлĕ выртать. Сăнĕ шуралнă кăна мар, хуралнă, путса ларнă куçĕ ман çине, кĕрнеклĕ салтак çине пăхса шывланчĕ.

- Пичче манăн, Микулай, таврăнаймарĕ вăрçăран, эсĕ хăть, Коля, сывă юлтăн, вăхăт çитсен службăна татса килĕн, - терĕ Укахви, аран-аран тăрса ларса. Начарланса типшĕнсех кайнă вăл, çăм нуски тăхăннă урисем çинçелнĕ...

- Иваново облаçĕнчи шывлă-лачакаллă вырăнсенче вăрçă вăхăтĕнче торф кăларса пурăнтăмăр. Юрлă-çумăрлă çанталăкра, шартлама сивĕсенче ĕçлеме лекрĕ. Çирĕп план паратчĕç, пурнăçлас пулать. Выçăпа пайтах ĕçленĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕмĕр пулĕ. Пирĕн, çăпаталлă чăваш хĕрĕсен, урасем витĕр йĕпенсе кÿтсе каятчĕç, ĕç хыççăн бараксене аран-аран çитеттĕмĕр. Ир панă 400-500 грамм çăкăра ирех çисе янă, кунĕпе выçă, выçах килсе выртаттăмăр. Хĕветли, акă, чирлемерĕ, сывах таврăнчĕ. Ман телей «хура» пулчĕ, эпĕ чирлесе хĕне кайрăм, пĕр шăмă та сурса ыратманни çук, чĕрĕлейместĕп пулĕ ĕнтĕ...

- Чĕрĕлен-юсанан пулĕ-ха, Укахви, çавна шан, - йăпататăп ăна. Ăшăмра урăх шухăш: «юсанаймасть вăл, пĕтсех çитнĕ». Чăтаймарăм, тарăннăн хурлантăм, ăш-чик капланчĕ, куççулĕ талпăнса тухрĕ.

Ас тăватăп, колхоз уй-хирне пĕрле ĕçе тухсан, Укахви яланах савăнăçлăччĕ, пурнăç çине шанса пăхатчĕ, шÿтлетчĕ. Тепĕр чух, тарăхтарсан, хаярлăхне те кăтартатчĕ. Халĕ ман умра вилес патне çитнĕ, хуралнă-кăвакарнă сăн çапнă имшеркке хĕр мĕлки выртать. Çăмăл пулмарĕ мана унпа уйăрăлма. Вĕри укуççульпе кĕтсе илчĕ, çавăнпах ăсатса ячĕ. Отпускарн чаçе таврăнсан, темиçе уйăхран «Укахви вилчĕ, пытартăмăр» тесе çырса пĕлтерчĕç йăмăксем.

Ак çакăн пек юлчĕç «Уках хуранĕ» повеçри Ольга, Хĕветли тата Укахви сăнарĕсен шăписем ман куç умĕнче.

ХХХ

Эпĕ вăрçа тухса кайнă хыççăн Юрий Илларионовичăн малаллахи пурнăçĕ çинчен Хурăнкассинчи Николай Прокопьевичăн Башкиров пенсионер çапла каласа кăтартрĕ:

- Хаяр вăрçă вăхăтĕнче, 1944 çулти кăрлачра, Анатри Панкли лĕнчи Пимен Кондратьевич çуртĕнче Илле Васильевич Васильев вăрçăран инвалид пулса килнĕскер атă-пушмак мастерскойĕ уçать. Тăван çĕршыв, фронт ыйтнипе ку, паллах. Пилĕк арçăн ача, шкула кайма пăрахса пухăнтăмăр кунта: Хурăнкассинчен эпĕ, Михаил Алексеев тата Юрий Скворцов, Анатри Панлирен Иван Автономов, Тури Панклирен – Иван Пименов тата пирĕн мастер Кузьма Гордеев. Калас пулать, вăрçă йывăр çулĕсенче шкулта вĕренме пирĕн май пулман, выçă вилесрен çăлăнмалла пулнă.

Малтанхи виçĕ уйăхне вĕренекенсем шутлантăмăр, хăмăт-ĕнерчĕк юсаттăмăр, çăмат тĕплерĕмĕр. Вĕреннĕ чухне уйăхра 4-шар килограмм çăнăх паратчĕç. Çăнăх çук чух 4-шар килограмм соя турантти, пĕр катăк супăнь, кăштах шăрпăк лекетчĕ. Рабочие тухсан çăнăхне 8-шар килограмм çитерчĕç. Ку питĕ лайăх пулчĕ пирĕншĕн, мĕншĕн тесен килтисене те усрама пулать,

Килте çав çăнăхпа, шĕшкĕ кăчки пуçтарса килсе хутăштарса, çăкăр пĕçернĕ, çăва тухсан тĕрлĕрен курăкпа хутăштарса пашалу тунă. Çăка çулçипе хутăштарсан çăмăлрахчĕ çиме. Кунта ĕçличчен Юра пĕчĕклех колхоз ĕçне хутшăннă, авăн çапнă çĕрте лашасем хăваланă. Лайăх ас тăватăп, ун чухнех вăл юмахсемпе, юрăсемпе, сăвăсемпе сĕмленетчĕ. Кашни кунах Хурăнкассинчен ĕçе пĕрле çÿреттĕмĕр, пынă çĕртех сăвă йĕркисем шутласа кăларатчĕ. Пирĕн ахаль чупса-выляса çÿреме вăхăт та пулман. Çав çулсенчех, мастерскойĕнче ĕçленĕ хушăра, Юра хамăр Хурăнкассинче драмкружок йĕркелерĕ. Кружок членĕсем Ф. Павловăн «Ялта» тата «Судра» пьесисене лартса ял çыннисене савăнтарчĕç. Юра яланах старик рольне выляма юрататчĕ.

Çамрăксемпе çав тери вашаватчĕ, хаваслă та ыр кăмăллă тытатчĕ хăйне Юра. Çулла пулса иртекен Чăваш Сурăм, Йÿçкасси, Очăкасси пуххисене (ярмарккисене) савăнса çÿреттĕмĕр. Пулă тытма юрататчĕ тата Юра ялти пĕвесенче. Çулталăк çурă ĕçлерĕ мастерскойĕнче вăл. Кайран ашшĕ патне, Первомайскине тухса кайрĕ, - вĕçлет Николай Прокопьевич хăйĕн кĕске калавне Юрий Скворцов çинчен.

Утмăлмĕш çулсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ концертсем кăтартнă чухне ташлакансен ушкăнĕнче кăтра хура çÿçлĕ, çинçе пилĕклĕ артиста кураттăмăр. Илемлĕ те йÿрĕк ташлатчĕ вăл. Çакă ĕнтĕ çÿлерех асăннă Пименов Иван, Юрăпа пĕрле атă-пушмак мастерскойĕнче ĕçленĕскер.
ХХХ

1950 çулхи утă уйăхĕн вĕçĕнче çар службине вĕçлесе яла таврăнтăм. Çамрăк ĕмĕр çартах иртсе кайрĕ. Вăрçă чарăнни пилĕк çул иртрĕ пулин те чăваш ялĕсенче юхăнчăк, йĕркесĕрлĕх самаях сисĕнет. Нимĕнле специальноç та çук алăра, малалла мĕнле пурăнмалла, епле пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн пусмалла; Килте атте-аннепе канашлатăп, Шупашкара, художество училищине вĕренме каяс шухăша ăнлантаратăп вĕсене. Атте каларĕ: «Мĕнле йывăр пулсан та хĕл каçа пĕрер-икшер михĕ паранкă илсе пырса парăп. Вĕренес пулать, ывăлăм, вĕренмесĕр пурнăçра япăх. Хам та вĕренеймерĕм те, çăмăлах пулмарĕ мана...» Темрен те хаклă пулчĕç аттен сăмахĕсем. Художетво училищине йышăну экзаменĕ пама кайрăм, ăнăçлă тытрăм, вĕренме илчĕç. Ун чух училище директорĕ А.Ф. Мясниковчĕ. Вĕреннĕ чух пĕлтĕм: пирĕн ялти Ю. Скворцов Шупашкарта пединститутра вĕренет иккен. Эпĕ хĕпĕртерĕм уншăн. Çапла эпир пĕр çултах, 1956 çулта вăл педагогика институтне, эпĕ художество училищине пĕтертĕмĕр. Вĕреннĕ чухне, хĕллехи каникул вăхăтĕнче яла килсен пĕрмаях пĕр-пĕрин патне  çÿреттĕмĕр, тĕрлĕрен ыйтусем хускатса калаçаттăмăр. Вăл чăваш писателĕсемпе вĕсен произведенийĕсем çинчен, эпĕ хамăр художниксемпе вĕсен картинисем çинчен каласа кăтартаттăмăр. Юрăн аслă пиччĕшĕ Аркадий те, Мускаври университетра вĕренекенскер, каникула яла килетчĕ, вара пирĕн калаçу татах хĕрÿллĕрех пулатчĕ.

Мана тепĕр хут тухма пуçлакан «Капкăн» журнала художник пулса ĕçлеме ячĕç, Юрăна – кĕнеке издательствине.

Республикăри хаçатсемпе литература журналĕсенче Юрий Сковрцовăн  сăввисемпе калавĕсем, очеркĕсем курăна пуçларĕç. Ку та маншăн пысăк савăнăç пулчĕ.

Унăн Шупашкарти литература пурнăçĕн тапхăрĕ, ăсталăхĕ çинчен эпĕ çырмастăп. Кун çинчен пĕрле ĕçленĕ писатель юлташĕсемпе тусĕсем каласа парĕç.

ХХХ

1957 çулхи утă уйăхĕнче авланчĕ вăл. Хамăр ялти Александр Лазаревичăн чи кĕçĕн хĕрне -  кăвак куçлă Зояна, Укахвин йăмăкне, самай вăхăт хушши юратса пурăннăскере – качча илчĕ. Туйне Питрав кунĕнче ирттертĕмĕр. Хĕр япалисене турттарса каçнă чухне эпĕ те ямшăкра ларса пытăм. Вăйлă сикрĕ туй.

1962 çулхи чÿкре ăнсăртран Йошкар-Ола хулинчен хуйхăллă телеграмма илтĕм. Унта врач пулса ĕçлекен тетя, аттен шăллĕ Михаил Кондратьевич вилсе кайнă. Çав кун самолет çине лекеймен пирки Кăнтăр поселокĕнчи Магницки урамĕнче пурăнакан Юрий Илларионович патне çĕр каçма кĕтĕм. Вăл килтех иккен. Диван çинче хулăм чĕркенĕ, çăварне ĕмкĕч хыптарнă пепке  выртать. Юрăн пичĕ-куçĕ пысăк савăнăçпа тулнă:

- Ывăл çуралчĕ-ха, епле телейлĕ эпĕ!

- Сывлăх, вăй-хăват, пултарулăхпа ăнăçу сунатăп сана ывăлу ячĕпе, - тетĕп эпĕ.

Юрий Илларионович тĕл пулусенче, калаçусенче ытлашши сăмах ваклама юратмастчĕ. Яланах тем çинчен тарăннăн шухăшлатчĕ. Ун патне кĕнеке издательствине час-часах кĕреттĕм. Коридора пирус туртма тухатчĕ те вара калаçаттăмăр. Хăйĕн çинчен нимех те каламастчĕ, пĕрмаях атте çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Аттене, хăйĕн тăванне, хисеплетчĕ Юра. Эпĕ «Капкăн» редакцийĕнче штатра ĕçленĕ чухне, час-часах пушă вăхăт тупса, пирĕн пата кĕретчĕ, хăшĕпе те пулин шахматла «çапăçса» илетчĕ.

Пĕррехинче, çу кунĕнче, Володарски урамĕнче ларакан Пичет çуртĕнчен Атăл хĕрринче нумай пулмасть уçнă  офсет цехне çуранах утатăп. Ун чух паркра  закусочнăйсем, сăра киоскĕсем вырнаçнăччĕ. Пĕрин умĕнче сĕтел хушшинче Юра ларать. Эпĕ пыриччен такампа калаçса ларнă пулас та пусăрăнчăк кăмăллă. Мана курчĕ те хĕпĕртесех кайрĕ.

- Тĕл пулнă ятпа халех çур литр хĕрлине илетĕп, калаçса ларăпăр-и, кăштах; - тет Юра. Вăл вăхăтра эпĕ вар-хырăм чирĕпе питĕ аптăраттăмччĕ, эрех те, сăра та маншăн тăшмансемччĕ. Васкамалла та пулчĕ ман офсет цехне, килĕшмерĕм калаçса ларма.

- Эсĕ мана хисеплеместĕн, нимĕн те пулмасть пĕр черкке хĕрлĕ эрехшĕн, эсĕ – аскет! – тесе витсе хучĕ мана Юра. Сасси самаях хулăмланчĕ.

Кайран чылай кулянса пурăнтăм унпа кăштах та пулин ларма килĕшменшĕн. Паян кун та аса илсе кулянатăп. Тен, хăйĕн ăш-чиккинче тăвăлланса-тулса çитнĕ пăлхавлă шухăшне уçса парасшăнччĕ пулĕ мана, малалла епле произведенисем çырма ĕмĕтленни çинчен пĕлтересшĕнччĕ пулĕ. Каçармастăп хама куншăн Юра умĕнче.

Анлă тавракурăм, пысăк талантчĕ Юрий Илларионовичăн. Пурнăçри тумхахсем, юлташĕсен ултавĕсем питĕ тарăхтаратчĕç ăна, чăтма пултараймастчĕ сутăнчăксене.

Хĕллеччĕ-ши, çуркуннеччĕ-ши, пĕррехине эпĕ яла килтĕм. Шăп та шап пирĕн килте Юрăпа атте калаçса лараççĕ. Хăна ялăн ĕлĕкхи пурнăçĕ çинчен ыйтса хут таткисем çырса аттене тыттарать, вăл куçĕсене хĕстеркелесе вулать те аса илсе каласа парать, лешĕ блокнот çине çырса пырать. Ку вăхăтра аттен хăлхи пачах илтместчĕ ĕнтĕ. Юратса хисеплетчĕ аттене Юра çапах.

1937 çулта С.В. Элкерĕн «Вăрçă кунĕсем» ятлă хулăн кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ун чух эпĕ, пиллĕкмĕш класс ачи, çак кĕнекене малтанхи йĕркинчен пуçласа вĕçне çитичченех аттене вуласа кăтартрăм. Атте хавхаланса-хăпартланса кайрĕ: «Çырса кăтартнă пулса иртнисем – пĕтĕмпех эпĕ вăрçăра тÿссе курнисем, вырăнĕсем те çавсемех!"» - тесе хучĕ. – «Анчах Сан шывĕ урлă каçсан Семен Васильевич аманса тыткăна лекнĕ, эпĕ вара мадярсем контрнаступлени тусан, çав шыв урлă тепĕр хут каялла ишсе каçса тартăм. Вăй пурччĕ ун чух».

Художество училищинче вĕреннĕ чух Атăл хĕррине тухкалама вăхăт тупаттăм. Семен Васильевич туйи çине тĕренсе баллюстрадăсем çумĕпе утнине час-часах кураттăм. Пĕррехинче хăюлăх çитертĕм те халăх поэчĕпе паллашрăм, вăл пĕрремĕш империализм вăрçинче манăн аттепе пĕр полкра çапăçни çинчен каласа кăтартрăм. Семен Васильевич çĕкленсе кайрĕ: «манăн аçăрпа курса калаçасчĕ»- терĕ. Анчах аттен контузипе хупланса пăсăлнă хăлхи илтмен пирки вĕсен ăшă калаçу пуласса шанмарăм, тĕл пулу пурнăçланаймарĕ.

С.В. Элкер çинчен ыт ахальтен аса илмерĕм. Юрий Илларионович халăх поэтне епле пысăккăн хисеплесе хаклани – унăн 1954 çулта çырнă «С.В. Элкере» сăввинче:

Хĕн-хур айĕнче эп пулман... Эп телейлĕ.

Çуралнă эп хурçă кара çийĕнче.

Пĕлместĕп: хаяр-и, ачаш-и ÿсейрĕм, -

Анчах та пур шанчăк чĕре тĕпĕнче.

Эп «Хурçă карап» вĕренеттĕм пăхмасăр*

Чунах вăл вырнаçрĕ кĕрсе çав карап.

Калатăп никам умĕнче такăнмасăр:

«Çитес çĕре çитĕ вăл, пулмĕ асап...»

Вăл иштĕр çунатлăн, хăюллăн, хавассăн*

Карап ан хăратăр нимле тăвăлран.

Шыва хирĕçле малалла талпăнсассăн,

Пĕрмай вăйлăрах ишмелле юхăмран.

Тепрехинче пирĕн патрах калаçу пулчĕ Юрăпа.

- Хамăрăн Хурăнкасси ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен историллĕ повĕç çырас шухăш кăсăклантарать-ха мана пĕрмаях, - хуравлать Юра, пĕр-ик курка сăра ĕçнĕ хыççăн, - материалсем пухма тытăнтăм ĕнтĕ. Чылай чаваланас пулать архивсенче, нумай ватăсемпе калаçас пулать. Ĕлкĕрме те çук, ваттисем кайсах пыраççĕ.

Хăйсен çумĕнче Çтаппан Осипович пурăнатчĕ, вăл аттерен çулталăк аслăрахчĕ, пĕрремĕш империализм вăрçинче пайтах хура-шурă курнăскерччĕ. Вăл та Юрăна ĕлĕкхи çинчен нумай каласа кăтартнă.

«Сăваплă вут» повеç çырчĕ Юра. Хурăнкассин аваллăхĕ кунта. Анчах та писатель тата анлăрах та тарăнрах калăплă, нумай геройсен сăнарĕсемлĕ кĕнеке (произведени) çырма ĕмĕтленетчĕ. Ырă ĕмĕт тытнăччĕ, анчах пурнăçлаймарĕ.

Нихăçан та мухтанамстчĕ, кăкăрне çапса «Эпĕ çавăн чухлĕ кĕнеке çырнă!» - тесе çÿреместчĕ. Туйнă-ши вăл хăйĕн кĕнекисем вулакансене тыткăна илнине; Чапшăн, палăрассишĕн çунмастчĕ. Тарăн шухăшлă, вулакан чунне илĕртекен, сулăмлă произведенисем çырма тăрăшатчĕ. Мĕн чухлĕ сăмах пуянлăхĕ унăн ĕçĕсенче!

Çÿлте ларакан бюрократсене, халăх ĕнси çинче пурăнакансемпе вăрăсене, каппайчăксемпе суеçĕсене, мăн кăмăллă «шишкăсене», тăрпалтайпа ăçтиçуксене пĕтĕм чĕререн кураймастчĕ Юрий Илларионович. Уйрăмах йăпăлтисене тÿсме пултараймастчĕ.

- Тепĕр хут, 1917 çулхи революци пек, революци туса хурăттăм та сирпĕтеттĕм йĕксĕксене! – пытараймастчĕ тарăхнă шухăшсене.

Сывлăхĕ улăпăнни пекех марччĕ Юрăн. Хыткан та имшерккеччĕ Вăл, çитменнине татти-сыпписĕр пирус туртатчĕ.

Çапах та, çапах та... Талпăнчĕ вăл малаллах. Хамăрăн Панклири историпе краеведени музейĕнче, Юрий Скворцова халалланă стендра, çакăн пек унăн асамлă та ырă канашлă сăмахĕсем вырнаçăннă:

«Çыравçă ĕçĕ вăл - çынна юратасси,

Ÿкнĕ çынра та çынлăх тивĕçне вăратасси,

Ухмах тенĕ çынра та ăс курасси,

Кашни çынра пархатар тупасси..!»

Çакăн пек юлчĕ ман асăмра Юрий Илларионович Скворцов сăнарĕ.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться