Ÿсĕме çынсем тăваççĕ
Сисмесĕрех тепĕр çулталăк та иртсе кайрĕ. Кашни çыншăн расна пулчĕ вăл. Пĕрисем хастар ĕçпе палăрса ырă ят çĕнсе илчĕç, спортсменсем тĕрлĕ шайри 1мăртусенче мала тузса район, республика, Раççей чапне çÿле çĕклерĕç. Виççĕмĕшĕсем вара тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Чăннипех пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ пирĕн районта. Кашни отрасльтех пур хăйсен ĕçне чунтан парăннисем. Вĕсен ÿсĕмĕ ыттисене савăнтарать, татах та тăрăшарах вăй хума çунать хушать.
Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче 2005 çулта палăрнă хăш-пĕр çынсемпе тĕл пулса калаçнă, хăйсен ĕçĕпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарма ыйтнă, кăçалхи çул мĕнле ыйтнипе кăсăкланнă.
Муркашри вăтам шкулта бухгалтерта ĕçлекен Н.Я. Мастерова конкурса хутшăнса «Чăваш Енри 2005 çулхи чи лайăх бухгалтер» хисеплĕ ята, дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ. Акă мĕнле каласа пачĕ Нина Яковлевна кун пирки: «Конкурса професси ăсталăхне, ĕç пахалăхне, Раççейри рынок экономикин тапхăрĕнче бухгалтер ĕçĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе ирттерчĕç. Муркаш районĕнчен эпĕ пĕчченех хутшăнтăм унта. Кăçал эпир çĕнĕ инструкципе ĕçлеме тытăнтăмăр. Тÿрех каламалла, çĕнтерÿ çăмăллăн килмерĕ. Конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕшĕнче килти ĕç хатĕрлесе тăратрăм. Иккĕмĕш турта тестсем çине хуравламалла пулчĕ. Кунта финанс ĕçĕн, налук пухассин, право ыйтăвĕсемпе çивĕч тĕрĕслев ирттерчĕç. Иккĕмĕш тур итогĕсемпе вара «Раççейри чи лайăх бухгалтер» конкурса хутшăнма тивĕç пултăм, унта та диплом парса чысларĕç.
Н.Я. Мастерова мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă хĕрарăм. Малтан вăл ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн Атăлпа Вятка академийĕнче финанспа кредит уйрăмне пĕтернĕ. Бухгалтер пулса 1981 çултанпа ĕçлет. Вăл малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлесе ăнăçусем тăвасси иккĕлентермест.
В.А. Федотова виççĕмĕш çул Тивĕшри вăтам шкул директорĕнче тăрăшать. Унсăр пуçне кăçалхи суйлавра, октябрĕн 16-мĕшĕнче, вырăнти самоуправлени органĕсене суйланă чухне чи нумай сасă пухса вăл 21-мĕш Шетмĕпуç округĕпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулса тăчĕ. Урăхла каласан, 25 депутатран виççĕшĕ кăна хĕрарăм, вĕсенчен пĕри – Вера Алексеевна.
Апла пулсан ăна халăх шанать. В.А. Федотова кирек ăçта ĕçлесен те яланах çынсем хушшинче пулнă. Вăл Канашри педучилище, чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне пĕтернĕ. 1982 çултанпа педагогра тăрăшаканскер, 2000-2002 çулсенче директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Ку вара кулленхи ĕçре пулăшнипе пĕрлех халăхра ырă ят çĕнсе илме май панă. Кунта шкул канашĕ пур, кăçал вара попечительсен канашне йĕркеленĕ, вырăнти общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
Вера Алексеевна пурнăçра яланах активлă позици йышăннипе палăрса тăрать. Вăл обществăлла ĕçрен те нихăçан та пăрăнман. Хăй вăхăтĕнче комсомол организаци секретарĕн идеологи енĕпе ĕçлекен çумĕ, Шетмĕпуç ял Совечĕн депутачĕ пулнă. В.А. Федотова «Çулталăкри учитель» районти, республикăри конкурссене хутшăннă, юрлама, волейболла выляма юратать.
Халăх депутат пулма шанни унăн ĕçри яваплăхне ÿстерме хистенине вăл лайăх ăнланать, вăй çитнĕ таран шанăçа тÿрре кăларма тăрăшать.
Чуманкассинчи вăтам шкулта директорăн çумĕ Пулса ĕçленĕ Л.Г. Ковалеван та 2005 çулта пурнăçра пысăк улшăнусем пулчĕç. Кăçалхи февраль уйăхĕнче ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Октябрь уйăхĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕнче вырăнти халăх Людмила Германовнана çак должноçра ĕçлеме тепĕр хут суйларĕ.
«Çĕнĕ вырăнта ĕçлеме кăçал пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Ялсен инфраструктурине аталантарассипе, çулсем тăвассипе нумай тимлеме тиврĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ял çыннисене пахалăхлă шывпа тивĕçтерме проектсем хатĕрлетпĕр.
«Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2006 çулта ял поселенийĕсен ĕçĕ тĕпрен улшăнать. Татса памалли ыйтусем те сахал мар пулĕç. Нумаях пулмасть ял поселенийĕсен Уставне çирĕплетсе хăвартăмăр. Çĕнĕ çулта çав Уставпа ял поселенийĕсен депутачĕсемпе, вырăнти активпа пĕрле ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлесчĕ. Кăçалхи лайăх пулăм – районти смотр-конкурсра Анаткас Апаш ялĕ иккĕмĕш вырăн, 7,5 пин тенкĕ çĕнсе илни. Малашне те пĕрле пулса ялсене тирпей-илем кĕртессишĕн ытларах ĕçлесчĕ», - пĕлтерет Л.Г. Ковалева.
Москакассинчи Культура çурчĕн ертÿçи Г.Г. Голубева Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ тата «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организаци, «Чăваш Енри хĕрарăм-предпринимательсен ассоциацийĕ» регионти обществăлла организаци «Хĕрарăм - çулталăкри директор» республикăра ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Унта пирĕн районтан виççĕн хутшăннă: Очăкассинчи тĕп шкул директорĕ Ф.А. Матвеева, Катькасри «Çăлкуç» шкул-садик ертÿçи Л.П. Сергеева тата Г.Г. Голубева. Галина Георгиевна «Творческая натура» номинацире çĕнтерсе диплома тивĕçнĕ. Ăна çавăн пекех професси ĕçĕнче çĕнсе илнĕ ÿсĕмсемшĕн Раççей шайĕнчи дипломпа, хаклă парнепе чысланă.
Г.Г. Голубева хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан çын. Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă ансамблĕ «халăх» ята çĕнсе илнинчен унăн тÿпи те сахал мар. Ертÿçĕ пулса 1986 çултанпа тимлет. «Шуçăм» ансамбль регионсенчи тата республикăри смотр-конкурссене, фестивальсене хутшăнса дипломсене тивĕçнĕ. Районта та çак коллектив пултарулăхĕпе паллашман çынсем сахал пулĕ. Тÿлевлĕ пулăшу парса пухăннă укçа-тенкĕпе вĕсем çĕнĕ оборудовани т. ыт. туянаççĕ. Ку вара пултарулăх шайне ÿстерме май парать.
Ял поселенийĕсен пуçлăхне çĕнĕрен суйланнă хĕрарăмсенчен иккĕмĕшĕ – В.А. Любимова. Валентина Алексеевна Хорнуй ял администрацийĕнчи ялсене аталантарассишĕн юлашки вăхăтра нумай тăрăшрĕ, ырми-канми ĕçлерĕ. Хорнуй ялĕнче район ертÿçисем пулăшнипе кăçал 450 метр тăршшĕ асфальт çул сарнă, ялсене шывпа тивĕçтерме проектсем хатĕрленĕ т. ыт. те. Çав çула вĕçне çитиччен туса пĕтерессе шанать вăл. «Çĕнĕ çултан çĕнĕ саккунпа çĕнĕлле ĕçлемелле пулать.Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес, халăх пурнăçне çăмăллатас тесен ял поселенийĕсен депутачĕсемпе пĕрле малашне нумай тăрăшмалла.
Халăха çĕнĕ çулта çирĕп сывлăхпа ăнланулăх сунатăп. Пĕрле пулса, активлăха ÿстерсе Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн экономикине çирĕплетессишĕн ĕçлесчĕ.
2006 çул Парксемпе садсен çулталăкĕ мар пулин те ялсене тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе тата упрассипе тимлесчĕ. Çакă вăл пĕтĕмпех çынсен сывлăхĕпе çыхăннă», - тет В.А. Любимова.
Г.Л. Сидюшкина, Муркашри вăтам шкул директорĕн çумĕ: «Патшалăх политикипе тан пыма çăмăл мар. Вĕрентÿ ĕçне юлашки вăхăтра нумай çĕнĕлĕхсем кĕчĕç. Йывăрлăхсем пур пулсан та Муркашри вăтам шкул пур енĕпе та малтисен ретĕнче. Апла пулсан педагогсен коллективĕ япăх мар ĕçленĕ. Арçын ачасем активлă пулни савăнтарать. Ку енĕпе Н. Андреев президент тăрăшулăх кăтартать. Хĕл Мучипе Юр пике хутшăннипе классенче Çĕнĕ çул елкисем интереслĕ иртрĕç.