Ял хуçалăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе
Пĕлетĕр ĕнтĕ, 2006 çулта июль уйăхĕнче Раççейре ял хуçалăх çыравне ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра ăна йĕркеллĕ ирттерме хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.
Ял хуçалăх çыравне ирттернин пĕлтерĕшне халăхра анлăрах сарас тĕлĕшпе ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттереççĕ. Çав ÿкерчĕксенче ачасен ял пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсене, пулăмсене сăнламалла. Вĕсем вара ял çыннисем хушшинче малашне ăнлантару ĕçĕсене туса ирттернĕ чухне кăтарту пособийĕ вырăнне пулĕç. Ял хуçалăх çыравĕ малашнехи аталанушăн кирлĕ, анчах ирĕклĕ мероприяти пулнине те палăртрĕç.
Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне шкулсенче тата ачасен пултарулăхне аталанма пулăшакан учрежденисенче ирттереççĕ. Конкурс декабрĕн 26-мĕшĕнче пуçланать. Унăн итогĕсене 2006 çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Чи лайăх ÿкерчĕксене компетентлă жюри суйласа илет.