Моргаушский муниципальный округ

Водитель, çул çинче тимлĕ пул!

 

Водительсем унчченхи «балл системине» лайăх астăваççĕ. Çул-йĕр правилине пăссан ятарлă талонта шăтăк тăватчĕç.

«Повышение безопасности дорожного движения в 2006-2012 годах» федераллă программа  çак йĕрке патне  таврăнма сĕнет. Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса 12 тÿрлетÿ кĕртме палăртаççĕ.

Халĕ вара çул çине тухма та хăрушă. Госавтоинспекци çуллен çул-йĕр правилине пăсакан 40 миллион çынна тупса палăртать. Инкексен 80 проценчĕ водительсен айăпĕпе пулать: кашни 8-мĕшĕ руль умĕнче ÿсĕр, кашни 7-мĕшĕ водитель прависĕр.

Паян руль умне ÿсĕр ларсан права туртса илеççĕ. Хĕрлĕ çутă çине кайнăшăн, хирĕçле полоса çине тухнăшăн, хăвăртлăха 40 километртан ытларах ÿстернĕшĕн те правасăр хăварма палăртаççĕ.

Кашни водитель ячĕпе электронлă досье йĕркелеççĕ. Унта çул-йĕр правилине çырса пыраççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться