Моргаушский муниципальный округ

Самоуправлени реформи пурнăçа улăштарĕ

 

Декабрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта министерство кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме района республикăри тариф службин  ертÿçи А.Б. Васильева, унăн çумĕ В.Г. Гаврилов тата Раççейри антимонополи службин республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ А.А. Гаврилов килчĕç.

Информаци кунĕн теми: вырăнти самоуправлени реформи тата тариф политики çинчен.

Малтанах республика представителĕсем район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе  пĕрле район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулчĕç. Ун хыççăн икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç.

Республикăри тариф службин ертÿçи А.Б. Васильева  пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăнчĕ.

В.Г. Гаврилов тата А.А. Гарилов район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçипе Н.В. Любимовпа пĕрле Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă унитарлă предприятисенче пулса вĕсенчи ĕçсемпе, пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашрĕç, коллективпа тĕл пулчĕç.

2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче «раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131 ФЗ № вăя кĕрет. Çĕнĕ çултан ял поселенийĕн хăйĕн бюджечĕ пулать. Унăн ĕçĕнче нумай улшăнусем пулмалла. Тĕрĕссипе каласан вырăнти пурнăçа ял поселенийĕсен тытса йĕркелесе тăмалла пулать, çав шутрах шывпа тата ытти пулăшусемпе тивĕçтерессипе те. Кунта вара татса памалли ыйтусем те сахал мар сиксе тухаççĕ. Министерство кунĕнчи тĕл пулусенче çакăн пирки те калаçу пулчĕ.

ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе уйрăмах нумай тăрăшмалла. Çуллахи вăхăтра вара чылай çĕрте шыв çитменнипе тертленеççĕ. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă унитарлă предприяти ертÿçи Н.А. Шишкин кăçал шывпа тивĕçтерессипе, унăн пахалăхне лайăхлатассипе епле ĕçлени, çитес çулта пурнăçламалли ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă  унитарлă предприяти коллективĕ те хăйĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пырать, çавăнпа та коммуналлă пулăшусемпе усă куракансем кăмăлсăр пулнă тĕслĕхсем пулман. Кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулу ирттернĕ чух республикăри тариф службин ертÿçин çумĕ. В.Г. Гаврилов 131 Федераллă саккун пурнăçа кĕресси, тарифсен политики çинче чарăнчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисене сĕрмелли-çунтармалли  материалсен хакне  тăтăш ÿстерсе тăни, ăна йĕркелесе тытса тăма май çукки пăшăрхантарать. Ачасене аслă пĕлÿ илме  тÿлевлĕ вĕрентессипе те ыйту пулчĕ. Çăмăл мар паян ялти ашшĕ-амăшне  ачисене аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче укçа тÿлесе вĕрентме.

Министерство кунĕ районта ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться