Патшалăх шайĕнче татса памалли ыйту
Аслă Валдай тăрăхĕнчен юхса тăракан аслă Атăла 2,5 пин ытла юхан шыв юхса кĕрет. Çурçĕртен кăнтăра 3,5 пин ытла километр ытла тăсăлса, Атăл Каспи тинĕсне çулленех 240 пин кубла километр шыв илсе çитерет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнчен тытăнса Атăл бассейнĕн тăрăхĕнчи çут çанталăка сыхласа хăварассин ыйтăвĕсем Раççейĕн экологи тата экономика хăрушсăрлăхне сыхласа хăвармалли стратегиллĕ ыйтусем пулса тăчĕç.
Юлашкинчен, чи кирли пулса иртрĕ. Унсăрăн нимĕнле ырă ĕмĕтсем те пурнăçа кĕменнине шута илсе, асăннă ыйтусене патшалăх шайĕнче пăхса тухма тата татса пама тытăнчĕç. Çакăн çинчен Раççей Федерацийĕн Прокуратурин системинче регионсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Атăл тăрăхĕнчи прокуратурăна туса хуни çирĕплетет. Чăваш Республикин территорийĕнче районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Шупашкарти прокуратура та хăйĕн тивĕçĕсене 15 çул ытла пурнăçласа пырать ĕнтĕ. Структура единици пулса, вăл регионсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Атăл тăрăхĕнчи прокуратурин системине кĕрет.
Тавралăха сыхлас тĕлĕшпе вăйра тăракан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси, экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăрлăха сыхласа хăварас тĕллевпе экологи тĕлĕшĕнчи право йĕркисене пăснине асăрхаттарасси Раççей прокуратурин ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăна тухса тăчĕç. Экологи сферинче саккунсене пăхăнса тăрассинче территорисенчи прокуратурăсемпе пĕрлех çут çанталăка сыхлас енĕпе специализациленекен прокуратурăсен пĕлтерĕшĕ паян та пĕлтерĕшлĕ.
Районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Шупашкарти прокуратура хăйĕн ятарлă ĕçне-хĕлне Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче, çавăн пекех Мари Эл Республикин муниципаллă йĕркеленĕвĕсен сакăр территорийĕнче (Мари Эл Республикин юхан шыв хĕрринче вырнаçнă районсемпе хуласем) туса пырать. Хăйĕн умне лартнă ыйтусемпе задачăсене пурнăçлассипе прокуратурăн 11 çынран тăракан коллективĕ (ертÿçи çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокурор, юстици советникĕ Николай Иванович Звонилов) вăй хурать.
Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕнче вăл çут çаниталăка сыхлассипе вăйра тăракан саккунсене мĕнле пăхăннине прокур надзорĕпе тивĕçтерет: юхан шывсене, çĕрти пуянлăхсене, çĕре, вăрмансене, выльăх-чĕрлĕх тĕнчипе, пулă запасĕпе, атмосферăри сывлăша епле упранипе* каяшсем тĕлĕшпе мĕнле пулнине* экологи экспертизисем ирттерме* гидротехника сооруженийĕсем хăрушлăхсăр ĕçленине тĕрĕсленĕ чухне* биологи каяшĕсене, юхан шыв çинче çÿренĕ, халĕ стройран тухнă суднăсене утилизациленĕ чухне ветеринарипе санитари саккунĕсене мĕнле пăхăннине* граждансен сывлăхне упрассипе мĕн туса ирттернине. Иртнĕ тапхăрта Чăваш тата Мари Эл республикисенче тавралăхри çут çанталăка сыхлас енĕпе палăрăлă ÿсĕмсем пулнă.
Çут çанталăка сыхламалли саккунсене пăснă тĕслĕхсене, экологи тĕлĕшĕнчен хăрушлăх тухса тăнине асăннă кирек епле гражданин та çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокурорпа курнăçма пултарать. Çут çанталăка сыхлассипе интереслентерекен кирек хăш ыйтупа та çырура пĕлтермешкĕн, право тĕлĕшĕнчен тÿлевсĕр пулăшу илмешкĕн районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Шупашкарти прокуратурăра пултаратăр. Вăл çак адреспа вырнаçнă: 428027, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Эгер бульварĕ, 24, (Тел. Факс 57-52-18). Çут çанталăка сыхлас ĕçри çивĕч ыйтусене татса памашкăн çирĕнтен пулăшу кĕтетпĕр.