Пĕр-пĕрне ăнланни – туслăхăн тĕп никĕсĕ
Ача-пăчана килте тĕрĕс воспитани парса пыхса ÿстересси чылай кăткăс ĕç. Шăпах ашшĕ-амăшĕсене пĕрремĕш пулăшу параканĕ Шкул пулса тăрать. Çакна лайăх ăнланать Турайри вăтам шкул администрацийĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе пыраççĕ. Акă нумай пулмасть шкулта «Уçă алăксен кунĕ» иртрĕ. Тăрăшса йĕркеленĕ кун йĕрки ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене тата вĕрентекнесене кунĕпех пĕрле пулма, пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма май пачĕ.
Шкул алăкĕнчен кĕрсенех «Сире валли, ашшĕ-амăшĕсем» стенд тыткăнлать. Кунта ачасене пăхса ÿстерес тĕлĕшпе панă сĕнÿсене, чăвашла та вырăсла çемье çинчен çырнă чи лайăх сочиненисене вырнаçтарнă.
4-мĕш урок пуриншĕн те уçă урок пулчĕ. 5-мĕш урокра класс пухăвĕсем иртрĕç. Тĕслĕхрен, 9 «а» класра ачасем те, аслисем те хăпартлансах калаçрĕç. Пĕр-пĕрин хушшинче ирттернĕ КВН та кăмăла çĕклерĕ. 5 классем вара ашшĕ-амăшĕсене хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтарчĕç, тутлă кучченеçсемпе сайларĕç. Çапла кашни класрах туслăхпа ăнланулăх хуçаланчĕ.
Кашни класрах ашшĕ-амăшĕсем валли сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ стена хаçачĕсем çакăнса тăраççĕ. Ячĕсем те тĕрлĕрен вĕсен: «Анне куçĕсенче куратăн», «Çемьепе мухтанатăп», «Сире юрататпăр», «Хаклă çыннăмăра», «Яланах эсир пулсанччĕ», «Сирĕнтен хакли никам та çук», «Анне чĕри».
Историпе краеведени музейĕ çумĕнче «Паттăрлăх кăтартнă амăшсем» стенд йĕркеленĕ. Паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕсем çинчен хумханмасăр вулама çук.
Ача пĕр пĕччен мар, çынсем хушшинче ÿсет. Ачан шухăш-кăмăлĕпе вăйĕ-халĕ усăллă ĕçре аталанса çирĕплетнĕр, вĕрентсе ăс-тăн пухса, тÿрĕ кăмăлпа кĕрешекен çын пултăр тесе тăрăшаççĕ Шкулта ĕçлекенсем. «Пĕр-пĕрне ăнланни – туслăхăн тĕп никĕсĕ» - тесе çирĕплетрĕ «Уçă алăксен кунĕнче» ирттернĕ пухура шкул директорĕ Ю.А. Герасимов.
Хаваслă кун шкулти ачасен «Çунатлă çамрăклăх» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе вĕçленчĕ. Вĕсем хатĕрленĕ «Улах каçĕ» сценка пурне те килĕшрĕ. Шкул директорĕн класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен çумĕ З.П. Григорьева чăвашсен йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе çак ушкăн йĕркеленни çинчен каларĕ: «Улах каçĕн» пĕлÿ тĕллевĕ. Каччăсемпе хĕрсем хĕллехи вăрăм каçсенче ирттернĕ улах тмрпоукра паллаштарасси.
Воспитани тĕллевĕ: улах ларни ырă йăла пулнине – яш-кĕрĕмĕн ĕçченлĕхĕпе хаваслăх туйăмне, юрлас-ташлас ăсталăхне, тавçăрулăхне аталантарнине тата харпăр хăйне сапăр тыткаланине палăртасси.
Эстетика тĕллевĕ: çамрăксен хутшăнăвне, çи-пуç илемне, юрă-çемĕ çепĕрлĕхне туйма хăнăхтарасси пулчĕ.
Шкулта ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕ Ача пуçламăш класа çÿреме пуçласанах тĕвĕленет. Çакăнта вĕрентекенĕн нумай вăй хума тивет. Акă, тата нумай пулмасть 3-мĕш классемпе «Шĕлепке» тупăшăвĕ Конкурс иртрĕ. Ăна Р.В. Иванова вĕрентекен ирттерчĕ. Конкурса 14 амăшĕ хутшăнчĕ. Вăл «Пуçа тăхăнмалли» парадран пуçланчĕ. Хаваслă кĕвĕпе командăсем хăйсем шутласа кăларнă «шлепкесемпе» тухрĕç. Иккĕмĕш конкурс пуçа тăх ăнмалли япаласене ытларах пĕлесси пулчĕ. Кунтах художниксен конкурсĕ, хаçатран пуçа тăхăнмалли тăвасси, ыйтусем çине хуравласси. «Эпĕ камне пĕл» конкурсри юмахсенчи сăнарĕсене ăста кăларчĕç ачасем. Хаваслă юрă-ташăпа, туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ конкурс.
Çитĕнсе çитсен ачаран кам, мĕнле çын пуласси вăл камсем, мĕнлерех çынсем хушшинче ÿснинчен, таврари çынсем ăна ырă е усал канаш панинчен килет. Турайри вăтам шкула çÿрекен ачасене ырă ашшĕ-амăшĕсемпе ăнланакан учительсем хупăрласа тăраççĕ. Шкулпа çемье çирĕп çыхăну тытса тăрăшсан, паллах ĕнтĕ, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿ ăнăçлăрах, витĕмлĕрех пулать. Шкул алăкĕ яланах уçă сире валли, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем!