Моргаушский муниципальный округ

Малта – Муркашсемпе Сосновкăсем

 

Декабрĕн 16-17-мĕшĕсенче сĕтел çи теннисĕ енĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче районта мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, унта хутшăнакансене яланхи пекех Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн спортзалĕ кĕтсе илнĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче тулли мар вăтам шкулсен командисем вăй виçнĕ. Ольга Шишокина (Вăрманкасси) тата Олег Арапкин (Кашмаш) хĕрсемпе яшсем хушшинче çĕнтернĕ. Анжела Филимонова (Панкли), Анастасия Федорова (Сосновка) хĕрсен ушкăнĕнче, Дима Кузнецов (Сосновка) тата Александр Ступин (Атапай) яшсем хушшинче призерсем пулса тăнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Сосновка шкулĕ çĕнтернĕ, хыççăнхи вырăнсенче – Кашмашсемпе Панклисем.

Нискассипе Тойкилтĕ шкулĕсемсĕр пуçне, ытти вăтам шкулсен командисем ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче пурте хĕрÿ кĕрешĕве  тухнă. Хĕрсенчен район чемпионĕ ятне Валентина Калинина (Калайкасси), яшсенчен Анатолий Шапошников (Çатракасси) тивĕçнĕ. Призерсен шутĕнче пулнă Надежда Семеновапа Анастасия Семенова (иккĕшĕ те Тивĕшрен), Максим Максимовпа (Муркаш) Алексей  Шивирев та (Йÿçкасси) спортăн çак енĕпе  хăйсен маттурлăхĕпе палăрнă. Командăсем хушшинче Муркашсем мала тухнă, хыççăнхи вырăнсене Чуманкассипе Тивĕш  шкулĕсем йышăннă.

Ăмăрту çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пурте дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул дирекцине ăмăртăва тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тунă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться
;