Майсем пысăкланаççĕ
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе çывăх çулсенче кĕртме палăртнă наци проекчĕсенче пĕри – агропромышленность комплексне аталантарасси. Ăна пурнăçа кĕртессипе республикăри Ял хуçалăх министерстви те план проктне туса хатĕрленĕ. Наци проектне реализацилесси икĕ тĕп çул-йĕрпе пулса пымалла: 1) выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отрасльне хăвăрт аталантарасси* 2) агропромышленность комплексĕнче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен аталанăвне хавхалантарасси.
Иккĕмĕш çул-йĕр çинче уйрăммăн чарăнса тăрасшăн. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессин структурине тишкерсен, килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тÿпи юлашки çулсенче производство калăпăшĕнче пысăкланса пыни курăнать. 90-мĕш çулсемччен ял хуçалăхĕнчи таварлăх продукцин 69,1 процентне (Раççей Федерацийĕпе – 70 процент ытла) пысăк ял хуçалăх организацийĕсем туса илнĕ пулсан, 2004 çулта çак тÿпе 33,8 процента (Раççей Федерацийĕпе – 43 процента) юлнă. Республикăри килти хуçалăхсем туса илекен пĕтĕм продукцин 65 процентне хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çул туса илнĕ çĕр улмин 79 проценчĕ, пахча çимĕçĕн 88 проценчĕ – вĕсен тÿпи.
Анчах та килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене таварпа тата кредитпа тивĕçтересси çук пирки вĕсене продукци тирпейлекен тата потреблени рынокне те йăпăр-япăрах кĕртмеççĕ. Çавăнпа та кунта пĕлтерĕшлĕ икĕ мероприяти палăртнă.
Пĕрремĕш мероприяти килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата вĕсем йĕркелекен ял хуçалăх потребкооперативĕсене кредитсемпе тивĕçтерессине анлăлатассипе çыхăннă. Илекен кредитсен процент ставкине пуçласа 100 проценчĕпех субсидилеççĕ, çав шутра Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕ урлă тухакан 95 процент ставкăна федераллă бюджетран, ытти 5 процентне хуçалăх вырнаçнă РФ субьекчĕн бюджетĕнчен субсидилеççĕ.
Килти хушма хуçалăхсем валли кредит виçине 300 пин тенкĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем валли 3 миллион тенкĕ, вĕсем йĕркелекен ял хуçалăх потребкооперативсем валли 10 миллион тенкĕ таран палăртаççĕ. Çапла вара, 2006 çултан пуçласа граждансем килти хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсемшĕн банк маржĕшĕн кăна тÿлеççĕ.
Икĕ çуллăха паракан кредитсене выльăх апачĕ, удобренисем, топливо, ял хуçалăх техники, строительство материалĕсем, çавăн пекех çамрăк выльăхсем туянма уйăраççĕ. Кăткăсрах ял хуçалăх техники туянма тата килти хушма хуçалăхра строительство ĕçĕсене анлăрах туса пама кредитсене пилĕк çуллăха пама пăхаççĕ.
Иккĕмĕш мероприяти хатĕрлев, снабженипе сбыт структурисене йĕркеленĕшĕн, кредит кооперацине аталантарнăшăн, çавăн пекех асăннă секторта туса илекен ял хуçалăх продукцине тирпейлекен производствăшăн хавхалантарассипе çыхăннă.
Килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туса илнĕ продукцие хатĕрлес, снабженипе сбыт, тирпейлес енĕпе ĕçлекен потребитель кооперативĕсен сетьне аталантарма федераллă бюджетран 6,1 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă (2006 çулта – 2,6 миллиард, 2007 çулта – 3,65 миллиард). Унсăр пуçне, ялти кредит кооперацине аталантарма 2 миллиард тенкĕ (çуллен пĕрер миллиард) уйăраççĕ.
Асăннă мероприятие тĕп пурнăçлаканĕ – Россельхозбанкпа унăн филиалĕсем. Банк çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерет.
«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртме вара федераллă бюджетран пĕтĕмпе 31 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă (2006 çулта – 14,2 миллиард, 2007 çулта – 16,7 миллиард). Çав шутран 14,6 миллиард тенкине выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отрасльне аталантарма, 15,9 миллиард тенкине агропромышленность комплексĕнчи пĕчĕк формăллă хуçалăхсене хавхалантарма усă кураççĕ.
Патшалăх енчен аграри секторне пулăшма йышăнакан çак мерăсем продукци реализацилессин калăпăшне ÿстерме пулăшасса, кредит илнĕ чухне çăмăллăхсемпе ытларах усă курмашкăн май парасса, яллă вырăнсенче килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантармашкăн анлăрах çулсем уçасса, çапла майпа ялсенче пурăнакансене ĕçпе лайăхрах тивĕçтермешкĕн тата вĕсен укçа-тенкĕ тупăшĕсене ÿстермешкĕн пулăшасса шанаççĕ.
Проекта реализацилени 2008 çулта сĕт туса илессине 4,5 процент, аш-какай туса илессине 7 процент ÿстерме* килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, ялсенчи потребкооперацисенче туса илнĕ продукцие реализацилессин калăпăшне 5-7 процент пысăклатса май памалла.