Моргаушский муниципальный округ

Куракансене савăнтараççĕ

 

Районти художество пултарулăх коллективĕсен ăсталăхĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çакна Кашмашри  драма ушкăнĕ «Халăх коллективĕ» ята çĕнсе илни те çирĕплетсе парать. 1993 çулта йĕркеленнĕскере 8 çул ĕнтĕ Роза Николаева ертсе пырать. Культура çурчĕн директорĕ драма ушкăнне ертсе пыма пуçланăранпа  13 спектакль сцена çине тухнă ĕнтĕ. Районти смотр-конкуссенче те пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Юхма Мишшин «Уйăх тулнă каç», Геннадий Терентьевăн «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» пьесисене Шурчари, Тойкилтĕри, Ваçкассинчи, Очăкассинчи, Ятманти, Нискассинчи, Орининти, Муркашри культура учрежденийĕсенче тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Кăçал Кашмашри аритстсем Г. Терентьевăн «Юратусăр пурнăç çук» спектаклĕпе куракансем умне тухаççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться
;