Моргаушский муниципальный округ

Конкурса хутшăнма тивĕçлĕ

 

Иртнĕ шăмат кун Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта интереслĕ те ĕçлĕ лару-тăру пулчĕ. Кунта вĕрентÿ ĕçĕпе паллашма тата хак пама ял администрацийĕнчи общественность представителĕсем чылаййăн пухăнчĕç. Хăнасем хăйсен ĕçне епле хакласси педагогсене самаях кăсăклантарчĕ. Шкул коллективĕ район пуçлăхĕн грантне илме конкурса хутшăнма тĕллев лартнă.

Хăнасем малтанах шкулпа паллашрĕç. Ун хыççăн сĕтел çи теннис вăййи районти ăмăртăвне уçрĕç. Иккĕмĕш кун пырать вăл пирĕн шкулта. Çак ăмăртура Çатракассинчи вăтам шкултах вĕренекен Анатолий Шапошников мала тухса пыни  пурне те хавхалантарчĕ. Иккĕмĕш кун ăмăртăва уçнă çĕре район пуçлăхĕн çумĕ А.Н. Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçин çумĕ М.А. Романов хутшăнчĕç.

Ун хыççăн общественноç представителĕсем 4 класра уçă уроксем итлерĕç. В.В. Димитриева 3 класра акăлчан чĕлхипе уçă урок ирттерчĕ. Пирĕн шкулта ачасене пуçламăш класранах акăлчан чĕлхине вĕрентесси йăлана кĕнĕ. Ачасем ют çĕршыв чĕлхине тăрăшса вĕренни, лайăх вулани, нумай ăнланни хăнасене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.

С.В. Федорова 4 класра ирттернĕ информатика урокĕпе те килĕшрĕ вĕсене. Шкулта виççĕмĕш çул ĕнтĕ информатика предметне 1 класранах вĕрентеççĕ. Л.В. Никитина педагог вра 6  класра вĕренекенсемпе компьютер класĕнче вырăс чĕлъи урокне ирттерчĕ. Учительсем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ, çавăнпа та вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем те куç умĕнчех. Çакна 7 класра тăван ен культурипе А.В. Ятманова ирттернĕ урок та çирĕплетсе пачĕ. Уçă уроксен результачĕсемпе хăнасем кăмăллă юлчĕç. Унтан вĕсем шкулти  историпе краеведени музейĕнче пулчĕç.

Çатракассинчи вăтам шкулти ачасен «Журавушка» кăтартуллă ансамблĕ Хăйĕн пултарулăхĕпе нумай çынсене савăнтарчĕ, ашшĕ-амăшĕсем те, ял халăхĕ те хаваспах кураççĕ Вĕсен концертне.

Çак кун вара ансамблĕн ертÿçисем ачасене сцена çине кăлариччен пулса иртекен кулленхи кăткăс ĕçсен пĕр пайне, хăйне евĕр «мастер-класс» кăтартрĕç.

Юлашкинчен общественноç представителĕсемпе шкул коллективĕ вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулса калаçу ирттерчĕç. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ И.П. Семенова шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ.

Илнĕ хăнасем те калаçăва активлă хутшăнса усăллă сĕнÿсем пачĕç. Пĕтĕмлетÿ вара çапла пулчĕ: шкул район пуçлăхĕн грантне çĕнсе илме конкурса хутшăнма тивĕçлĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться
;