Конкурса хутшăнăр
Ялти халăха ĕç тупса парасси тата ĕçе эффективлă йĕркелесси - çаксем паян ял поселенийĕсемшĕн паянхи кун чи кирлĕ ыйтусенчен пĕрисем. Иртнĕ çулхи январьте Чăваш Республикин Президенчĕ «Яллă вырăнта халăх ĕç тупса пама тата ĕç эффективлăхне ÿстерме пулăшакан хушма мерăсем çинчен» Указ кăларнăччĕ. Çав Указăн пĕр пункчĕ шăпах яллă вырăнта ĕç лайăх йĕркелессипе конкурс ирттересси пулса тăрать.
Асăннă конкурса чи малтанах ялта ĕçе йĕркелессине çĕнетессипе, ĕç çуккине тата вăрттăн ĕçсĕрлĕхе пĕтерессипе, ĕçе эффективлă йĕркелессин малта пыракан опытне сарассипе пуçарулăх кăтартакан ял поселенийĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Конкурс 2 номинаципе иртет: «Ĕçе чи лайăх йĕркеленĕ халăх пурăнмалли вырăн» тата «Халăх пурăнмалли вырăнта ĕçпе тивĕçтерессин чи лайăх программи». Кашни номинаципе конкурса икĕ ушкăнпа суйласа илеççĕ – хăйсен территорийĕнче 1000 çынна çитичченхи ялта халăх пурăнакан вырăнсенчен тата 1000 çын ытларах халăх пурăнакан яллă вырăнсенчен. Вĕсен ĕçне хакламалли тĕп кăтартусем çаксем: ĕç ресурсĕсене шайлаштарса усă курмалли тата вĕсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисен программисем пурри. Çавăн пекех производствăна йĕркеленин тата пулăшу сферин шайĕсем мĕнле пулнине хак паракан таблица формисене те тултарса çырмалла.
Конкурсăн 1 тапхăрĕ муниципаллă шайра иртет. Çакна валли район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе комисси туса хунă. Унта пур харпăрлăх формин представителĕсене те кĕртнĕ.
Конкурсăн 2 тапхăрĕ вара республика шайĕнче иртет. Унта районта çакнашкал конкурсра çĕнтернисем хутшăнаççĕ.
Конкурсăн 1 тапхăрĕнче материалсене район администрацине 2006 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла.
Халăх пурăнмалли вырăнта ĕçпе тивĕçтерессин чи лайăх программи» номинаципе ĕçе хакламалли тĕп критерисем çаксем: халăх пурăнакан вырăнта ĕç ресурсĕсемпе усă курасси çинчен калакан программăсем тулли содержаниллĕ тата эффективлă пулмалла. Хушса панинче сăн ÿкерчĕксем, графиксем, диаграммăсем кирлĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене ЧР Министрсен Кабинечĕн дипломĕсемпе тата укçан преми парса чыслаççĕ. Çав суммăсене халăх пурăнакан вырăнăн инфраструктурине аталантарма яраççĕ. Çакна валли 2006 çулта республика бюджетĕнче 4 миллион тенкĕ укçан преми уйăрнă.
Сирĕн хушăра ял поселенийĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсем те пур. Çавăнпа та кирек епле ыйтупа та район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайне конкурса йĕркелессипе ĕçлекен комиссине пыма пултаратăр.
Чăнах та, çак конкурса хутшăнма программăсем хатĕрлессипе нумай ĕçлеме тивет. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсемпе тата халăх пурăнакан вырăнти активпа пĕрле халăх пурăнакан вырăнти ĕçе чи лайăх йĕркелемелли программăсене вăхăтра тăратмалла. Асăннă Программăна хатĕрлессинче уйрăм çынсен хушма хуçалăхне аталантарма йышăннă районти Программа пулăшĕ.
Программăсене тăвас тата конкурса хутшăнас ыйтусемпе район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайне пымалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-13-41, 2-13-39.