Моргаушский муниципальный округ

Кашни çамрăк çара юрăхлă пултăр

 

РФ Конституцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни гражданинăн таса тивĕçĕ тесе палăртнă. Эпир те Муркаш районĕнчен çулсеренех çуркунне тата кĕркуннепе хĕлле яшсене хĕсмете ăсататпăр. Калас пулать, çуркунне те, халĕ те салтака çар службине ямалли плана тултаратпăр. Çуркунне 63 çамрăка çара ăсатнă пулсан, халĕ 64 призывника хĕсмете ямалла. Ĕнерхи кун тĕлне 59 яш салтак тумнетăхăннă та ĕнтĕ.

Кĕркуннехи призыв октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Çакна та палăртса хăварас килет. Яшсем çара каиччен хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеме ятарлă комисси витĕр тухаççĕ. Сыввисем, çар службине юрăхлисем, хĕсмете каяççĕ пулсан, комисси витĕр тухакан яшсенчен тепĕр 50 проценчĕ тĕрлĕ чирсене пула салтака юрăхлă пулаймасть, вĕсене запаса яма тивет.

Шел пулин те, салтака каясран тарса çÿрекенсем те тĕл пулкалаççĕ. Вĕсене тупассипе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе  пĕрле ĕçлетпĕр, тупса пурпĕрех хĕсмете ăсататпăр.

Лăпкă тата тăнăç лару-тăру пулсан пурăнма та аван. Пирĕн лăпкă пурнăçа Раççейри Хĕç-пăшаллă Вăйсем хÿтĕлеççĕ.

Яшсене вара çар службине кайма 15 çултах хатĕрлеме тытăнмалла. Ку ĕçе ашшĕ-амăшĕн те, шкулăн та тивĕçлĕ  тÿпе хывмалла. Ачасем мĕн пĕчĕкрен кроссовка тăхăнса ÿсни, телевизор умĕнче нумай ларни вĕсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Яшсен сывлăхĕ çирĕп пулмалла, вĕсем физкультурăпа, спортпа туслашчăр.

Саккун пурĕншĕн те пĕрре. Çавăнпа та кашни çамрăк каччăн çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться