Моргаушский муниципальный округ

Кăтартусем япăх мар

 

Декабрĕн 24-25-мĕшĕсенче республика тĕп хулинче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупса Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртусен виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн воспитанникĕсем япăх мар результатсем кăтартнă.

Аслă çулхи яшсенчен 10 километрлă дистанцире Дмитрий Григорьев иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăх пухать.

Кĕçĕн çулхи яшсенчен 3 километрлă дистанцире Çатракассинчи Никита Никитин чемпион пулнă, унăн командăри юлташĕ Александр Скворцов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕçĕн çулхи хĕрсен ушкăнĕнче Таня Сидорова виççĕмĕш призер пулса тăнă.

.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться
;