Моргаушский муниципальный округ

Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнăр

 

Республикăра «Ачалăх ячĕпе – ачалăхшăн» ятпа ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ. Вăл декабрь-январь уйăхĕсенче пырать. Ăна сахал тупăшлă çемьесене, тăлăх ачасене пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çавăнпа та çак ыркăмăллăх марафонĕнче хутшăнмасăр юлас марччĕ. Камăн килте ачасем ÿссе çитĕннĕ хыççăн юлнă кĕпе-тумтир, атă-пушмак, теттесем пур, вĕсене хăвăр ял администрацине пырса пама пултаратăр. Пуçтарăннă япаласене ял администрацийĕсем пĕр-пĕрин хушшинче улăштарма та пултараççĕ. Ку вăл хăш вырăнта пурăнакансене мĕнле пулăшу кирлинчен килет. Ыр кăмăллăх марафонне çавăн пекех апат-çимĕç продукчĕсемпе те, укçан та пулăшма юрать.

Çакна манас марччĕ. Сирĕн килте усăсăр выртакан тумтир тепĕр ачана тем пысăкăш савăнăç кÿрĕ. Çавăнпа та пулăшу, хÿтлĕх кирлĕ ачасене май килнĕ таран телей парнелесчĕ. Умра, ав, Çĕнĕ çул. Ытларах ырă тăвасчĕ ыттисене. Тен, шăпах сирĕн пулăшу кăçалхи çĕнĕ çул уявне те, çĕнĕ çул пуçламăшне те ĕмĕр асăнмалăх хăварĕ Ачасен асĕнче.

Çак марафона хутшăнса, районта ĕç планне çирĕплетнĕ. Районта пурăнакансенчен япаласем пуçтарнипе пĕрлех декабрĕн 27-мĕшĕнче сахал тупăшлă çемьесенчи  ачасем валли Çĕнĕ çул елки пулать. Социаллă-реабилитаци палатинчи  ачасене район музейне экскурсие илсе каяççĕ.

Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнас ыйтусемпе районти социаллă политика управленине килме пултаратăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться