Моргаушский муниципальный округ

Çитес çулта та пĕрле пулар

 

Хаклă вулакансем, эсир паян район хаçачĕн 107-мĕш номерне алла илтĕр. Çулталăкне пирĕн 104 номер кăлармалла. Апла пулин те эпир хаçат тусĕсене юн тата шăмат кунсенче «Çĕнтерÿ ялавĕн» черетлĕ номерĕсемсĕр хăварас мар терĕмĕр.

Тĕрĕслĕхшĕн каламалла, иртнĕ вырăнти суйлав тапхăрĕнче эпир хушма кăларăмсем чылай кăлартăмăр. Вулакансене кандидатсемпе, суйлав итогĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарма тăрăшрăмăр. Пĕтĕмпе 31 полоса (хаçат страници)суйлав материалĕсене пичетлеме уйăртăмăр.

Паллах, çакă хушма тăкаксемпе çыхăннă. Вулакансем патне тĕрлĕ енлĕ  информаци вăхăтра çитерес тенĕ чухне укçа-тенкĕ кăна шутласа лармăпăр.

Сире вара «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнса илнĕшĕн тав тăватпăр. Райхаçат тиражĕ ÿсни пире тăрăшарах ĕçлеме хистет.

Çĕнĕ 2006 çулта та пĕрле пулар.



30 декабря 2005
00:00
Поделиться