Моргаушский муниципальный округ

Çанталăк витĕм кÿрет

 

Пирĕнтен нумайăшĕ ирхине вăрансан чÿрече патне пырса «Паян тулта мĕнле-ши;» - тесе пăхать. Çанталăк кăмăл-туйăма кăна мар, этем организмне те пысăк витĕм кÿрет иккен. Çакна вырăс сиплевçисем Натальяпа Александр Берегинсем нумай сăнаса тĕпченĕ. Вĕсем сывлăха упрама кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

Янкăр хĕвеллĕ кун

Кунашкал куна çутă, телей илсе килекен çанталăк теççĕ. Шăпах çакăн чухне вăраха тăсăлнă чирсене сиплемелле. Операци тумалла пулсан васкама кирлĕ мар.

Тухтăрсемпе канашлама шăп çакнашкал куна суйламалла. Диагноз тĕрĕс пулĕ. Мĕншĕн тесен кун пек кунсенче ăс-тăн лайăх ĕçлет.

Вăйлă çил вĕрнĕ кун

Çилĕн улшăнусем кĕртме пултаракан вăй пур. Вăл – ăс-тăн  сиплевçи. Ăс-тăн тасалсан кĕлетке те тасалать. Çил иртнине манма вăй парать. Вăл хускану тăвакан органсене, сывлăш органĕсен чирĕсене сипленĕ чухне пулăшать.

Çумăрлă кун

Çумăр çунă чухне пирĕн организм ют çын энергийĕсене хăй ăшне илет. Ку, пĕр енчен, экстрасеанссем ирттернĕ чух пулăшать, тепĕр енчен илсен, ют çын проблемисенчен хÿтĕленмелли çинчен асăрхаттарать.

Çакăн пек çанталăкра уйрăмах хĕрарăмсем хăйсене япăх туяççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем такампа та курса калаçма юратаççĕ, çын хуйхи-суйхине  ăша илеççĕ. Мĕнех сĕнме пулать-ши вĕсене; Сахалтарах хутшăнмалла çынсемпе кун пек çанталăкра.

Тÿпене пĕлĕтсем карса илнĕ вăхăт

Кунашкал çанталăкра пурте тенĕ пекех хăйсене япăх туяççĕ. Физкультура тусан аван. Ăшра лайăххи çинчен шутласа çÿремелле, хăвна хăв хавхалантармалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2005
00:00
Поделиться