Тамбовсен опычĕпе паллашнă
Пурнăç паян пĕр вырăнта тапăртатса тăнине юратмасть. Укçа-тенкĕ перекетлеме май паракан çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртни кирек хăш сферăна та малалла аталанма май парать. Çав шутран ял хуçалăхне те. Ку тĕлĕшпе вара ыттисен ырă опычĕпе паллашни те вырăнлă.
Çакна шута илсе, ноябрĕн 29-декабрĕн 1-мĕшĕсенче пирĕн район делегацийĕ Тамбов облаçĕнче пулчĕç. Район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле Ильич яч. хис. тата Рассвет хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, çавăн пекех «Ударник», «Передовик», «Урожай», «Чемеево» хуçалăхсемпе хуçалăхсем хушшинче куçса çÿрекен «Моргаушская» строительство организацийĕн ертÿçисем унта сысна ĕрчетессинче укçа-тенкĕ перекетлеме пулăшакан мелпе епле усă курнипе паллашрĕç. Çăмăл конструкцирен ангар евĕр туса лартнă витесенче сыснасем чăмăркка та тап-таса.
Пирĕн район делегацийĕ çĕнĕ технологипе сысна ашне туса илекен «Привалье» акционерсен хупă обществинче тата сыснасем валли комплекссем хатĕрлекен «СВС – Техника» производство компанийĕнче пулса курчĕ.
Асăннă технологин наука тĕлĕшĕнчи консультанчĕ – Геннадий Михайлович Шулаев 1961 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Вăл ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, директор çумĕ, сысна ĕрчетес технологийĕн пай ертÿçи.
Çакна палăртмалла. Паянхи куна «СВС – Техника» компани хатĕрлекен комплекссемпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче усă кураççĕ. Хăть мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те кирек епле климат условийĕсенче те вĕсем çирĕппине, шанчăклине пурнăç кăтартса пачĕ.
Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха çав ангар евĕрлĕ комплекссенче сысна ĕрчетни; Чи малтанах, акă мĕнре: капиталлă пÿлĕмсенче сысна ĕрчетесси хакла ларать. Продукци хăйхаклăхĕ пысăк. Çавăнпах ĕнтĕ Тамбов облаçĕнче çак ĕçре хĕвелпе çумăртан сыхлакан пирпе-тентпа витнĕ ангарсенче тытма пуçланă сыснасене.
Çак технологине пурнăçа кĕртни укçа-тенкĕне нумай перекетлеме май панă: малтан сысна витисем туса вĕсене хутса ăшăтма нумай укçа кайнă пулсан, халĕ апла мар. Çитес вăхăтрах çак çĕнĕ технологине хамăр районта та пурнăçа кĕртме шутлаççĕ.