Моргаушский муниципальный округ

Анне, тĕнчере эс пĕрре

Анне... Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Хăвăн варунта ÿтлентерсе кун çути кăтартнăшăн, чунна парса ÿстернĕшĕн ачусем сан умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Анчах ача чухне ăнланса-пĕлсех каймастпăр çав аннесен пурнăçĕ пачах та çăмăл мар пулнине. Ларса канма вăхăчĕ çуккине те асăрхаматпăр: ачисемшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн, пурнăçри йăнăшсемшĕн чĕрипе çуннине туймастпăр.

Ÿссе çитсе çемьеллĕ пулса хăвăн ачусене ÿстернĕ чухне тин анне вĕрентсе каланă кашни сăмах аса килет. Паян аннене пĕр сивĕ сăмах каламăттăм, юратса-хисеплесе кăна тăрăттăм. Анчах каярах ăс кĕрет-çке чылай чухне каярах.

Чун-чĕрепе хумханса паллашатпăр эпир Энтип Николаев çырнă «Паттăрсен çемйи» кĕнекипе, вăл Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче 1979 çулта тухнă.

Кĕнекере Муркаш районĕнчи Исетерккĕри чăваш хĕрарăмĕн, амăшĕн Татьяна Николавна Алексеевăн пурнăçĕ тата вĕсен çемйи çинчен каласа паракан материалсене куççульсĕр вулама та çук. Сакăр ывăл çитĕнтернĕ вăл, саккăрăшне те Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан фронта ăсатнă. Тăватă ывăлĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Вилнĕ хыççăн Григорий  ывăлне Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Чун чĕрепе хумханса вулатпăр эпир çак кĕнекене. Мĕнле чăтнă-ши амăшĕн чĕри; Вут пек çунса кăварланнă пуль.

Паян эпир Дмитрий Егорович çырнă «Женщины – матери земли чувашской» кĕнекипе паллашатпăр, вăл Шупашкар хулинче 1999 çулта пичетленню. Кĕнеке икĕ пайран тăрать.

Кĕнеке авторĕ колхоз ĕçне 10 çултанах кÿлĕннĕ, совет салтакĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, çут ĕç министрĕ, педагогика историйĕ çинчен чылай ĕçсем çырнă.

Д.Е. Егоров – хăйĕн амăшне чĕререн юратакан, тав тăвакан, амăшĕ умĕнче пуç таякан ывăл. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Амăшĕ ăна çитĕнтернĕ, ăс парса вĕрентсе пынă. Çак кĕнекене çырма Дмитрий Егоровича юратнă амăшĕн сăнарĕ хавхалантарса пынă. Автор кĕнекене Чăваш Республикинчи хĕрарăмсене  - аннесене халалланă.

Очерксен геройĕсем – тĕрлĕ професси çыннисем: дояркăсм, уй-хир, культура, çут ĕç ĕçченĕсем, рабочисем. Чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе автор нумай ачаллă амăшĕсем, Социализмла Ĕç Геройĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем тата ятлă-сумлă ывăл-хĕр ÿстерсе ырă ята тивĕçнĕ амăшĕсем çинчен çырать.

Иккĕмĕш кĕнекене Чăваш Республикин «Ача амăшĕ – героиня» ятне тивĕçнĕ нумай ачаллă амăшĕсен списокне кĕртнĕ. Совет Союзĕн Верховнăй Совет Президиумĕн 1944 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи Ача амăшĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, «ача амăшĕ – героиня» ята 10 тата ытларах ача çуратса ÿстернĕ амăшĕсем тивĕçлĕ пулнă.

Кĕнеке вĕçĕнче аннесене халалланă сăвăсемпе юрăсем пичетленнĕ:

Ах, аннеçĕм, анне,

Тĕнчере эс пĕрре –

Чун-чĕрÿ ăшшине

Пихеллетĕн пире.

Çак кĕнеке çамрăк ăрăва юратма, хисеплеме вĕрентет.

Сана хĕвел чĕреллĕ тетчĕç.

Хĕвел пек лартăн эс анса.

Хĕвел пек чунупа аннеçĕм,

Эс тухрăн сар хĕвел пулса.

Çак сăвă йĕркисене эпир Юрий Сементер çырнă «Хуркайăк çулĕ» кĕнекинче пичетленнĕ «Анне» ятлă сăвăран илнĕ.

Хальхи паллă сăвăç, куçаруçă, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премин лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Халиччен вăл вуннă ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ю. Сементер сăввисенчен чылайăшне чăваш композиторĕсем юрра хывнă.

Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн çĕнĕ кĕнекине халиччен пичетленмен сăвă – хайлав кĕнĕ. Туслăх, юрату, чыспа тивĕç, этемĕн самана варкăшĕнчи вырăнĕ, чăвашлăх – акă çыравçăна канăç паман ыйтусем.

Тăван Атăл журналăн 2003 çулхи номерĕнче пичетленнĕ «Анне» калав авторĕ Валентина Эльби.

Валентина Эльби Валентина Андреевна Андреева – ача-пăча валли çырать, вăл калавсемпе повеçсен ăсти, драматург, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Литература ĕçне 1946 çулта тытăннă. Малтанхи кĕнеки – «Куçса çĕрекен çурт» калавсен пуххи – 1956 çулта пичетленсе тухнă. Вăл – 17 кĕнеке авторĕ. Пысăк калаплă хайлавсенчен уйрăмах «Пулас кинсем» романĕ (1989) паллă.

Юлашки вăхăтра çырнă произведенийĕсенчен пĕри «Анне» калав.

Анне! Анне»

Кун каçа миçе хут каламастăн – ши çав чĕререн тухакан сăмаха;! Ирхине ыйхăран вăраннă-вăранман ăна чĕнетĕн:

- Анне!

Йĕри-тавра пăхса куçпа шыратăн, курмастăн, сасăпа кăшкăратăн:

- Анне! Анне! Ăçта эсĕ;

- Кунтах-ха, хĕрĕм! – илтетĕп эпĕ аннемĕн çепĕç те ăшă сассине. Пирĕн аннен сылтăм ури чĕркуççи таран çеç. Вăрçăра аманнă вăл.

Вăрçă çулсем унăн, терт-асапĕ çинчен шкула çÿрекен кашни ача вулатăр та пĕлтĕр, хăй те пурнăçра паттăр пултăр. Çак шухăш палăрать асăннă хайлавра.

Çак тишкерÿре асăннă кĕнекесене тата журналсене эсир районти тĕп библиотекăра илсе вулама пултаратăр.

Т. Иванова, районти тĕп библиотека библиографĕ.

Н. Егорова, вулав залĕн библиотекарĕ.

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сире, аннесем!



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться