Моргаушский муниципальный округ

Бюджетсене сÿтсе яваççĕ, уставсене регистрацилеççĕ

131 № Федераллă саккун çитес çултан ĕçлеме пуçлать. Çавна хатĕрленсе вырăнти ял поселенийĕсенче чылай ĕçсем туса ирттереççĕ.

Депутатсен ял поселенийĕсен Пухăвĕсенче вырăнти бюджетсене сÿтсе яваççĕ: тупăшсемпе тăкаксене палăртаççĕ. Хыççăнах бюджетсене йышăнмалла.

Кашни ял поселенийĕнех устав пулать. Халĕ çак уставсене  регистрацилессипе тимлеççĕ.

Çавăн пекех ял поселенийĕсен администрацийĕсене те юрлицо статусне парса регистрацилессипе ĕçлеççĕ.

Хамăр инф.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 декабря 2005
00:00
Поделиться