Моргаушский муниципальный округ

Уйăхлăх вĕçленчĕ, ĕçсем малашне те пур

 

ЧР Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» тата «Йывăç ларт та ăна упра» Указĕсемпе килĕшÿллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕ – октябрĕн 20-мĕшĕсенче районта йывăçсем лартмалли уйăхлăх иртрĕ. Çак тапхăртах ял администрацийĕсен территорийĕсенче, ялсенче, организацисемпе предприятисенче, социаллă сфера учрежденийĕсенче тирпей-илем кĕртес ĕçсем те малалла пычĕç, хыççăнах çак тĕллевпе çуллен ирттерекен районти смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Уйăхлăх итогĕсене пĕр енлĕ хаклама çук. Кăмăла çырлахтаракан самантсем те, тивĕçтерсех кайманнисем те пур. Калăпăр, кĕркуннехи уйăхлăх вăхăтĕнче район территорийĕнче çĕнĕрен лартса хăварнă йывăçсемпе тĕмсен шучĕ 6 пин тĕпе яхăн хушăннă. Маларах лартса çитĕнтернĕ лаптăксене çĕнетсе лайăхлатас енĕпе те тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçланă. Ку енĕпе Кашмаш, Çатракасси, Москакасси, Мăн Хураçка, Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Сосновка, Нискасси шкулĕсенче вĕренекенсен тăрăшулăхне уйрăмах палăртса хăвармалла. Сăмахран, Çатракасси ял администрацийĕ, çак территорире вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, вăрçăпа ĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Кашмашри Культура çурчĕ умне Туслăх аллейи хывса хăварчĕç, куçа-чуна илĕртекен 50 тĕп чăрăш лартса вĕсене çийĕнчех шăварса хăварчĕç. Йĕри-тавра карта тытса йĕркеллĕ пăхса ÿстерсен пĕтĕмĕшле вăйпа тунă ырă та пархатарлă ĕç пурне те усă парасса ĕненесех килет. Ял хыçĕнчи чăнкă çыранлă çырмара, сăртлă вырăнта лартса хăварнă тĕрлĕрен 1200 тĕп йывăç эрози çулне пÿлессе шанма май пур.

Кĕркуннехи уйăхлăхра Москакассинче 80 тĕп хурăнпа çăкаран хывăннă аллея та хăйĕн усăлăхне-кирлĕлĕхне кăтартатех пулĕ-ха. Ăна ыт-ахальтен çамрăк мăшăрсемпе çĕнĕрен çуралнă ачасен ятне паман вĕт. Ку тăрăхра вĕсем йышлансах пырасса, апла пулсан, аллейăна çĕнĕ йывăçсем хушăнасса шанăпăр. Çут çанталăкăн «икĕ тата тăватă ураллă» сăтăрçисенчен кăна çăлса-сыхласа хăварасчĕ вĕсене. Хорнуй ял администрацийĕнчи Тойкилтĕ шкулĕнче вĕренекенсем палăк  çывăхĕнче хывса хăварнă çĕнĕ аллея тавралăха савăнтармалăх илемпе ыр кÿтĕрччĕ. Нискасси шкулĕнче вĕренекенсен вăйĕпе хывăннă сквер та çут çанталăк тусĕсене хăй енне туртса тăтăрччĕ.

Кăçал кашни ял администрацийĕн территорийĕнчех маларахри çулсенче хывса хăварнă парксемпе садсене тата аллейăсене  реконструкциленĕ, тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçланă. Сакăр çĕрте парксенче çĕнĕрен беседкăсем вырнаçтарнă. Вунă çĕрте газонсене хăт кĕтнĕ  самантсем те усăсăр пĕтмессе шанас килет. Муркаш, Тойкилтĕ, Мăн Сĕнтĕр, Сыпайкасси, Шатракасси шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнĕ клумбăсем туни, вĕсене пăхса тăрассипе тăрăшулăх кăтартни те ырă самант кăна.

Вырăнти ял администрацийĕсен (поселенисен ертÿçисен) тавралăха, çут çанталăка сыхласси-упрассипе çитес çултан пуçласа яваплăх татах ÿсет. Çавăнпа та кăçал Парксемпе садсен çулталăкĕ иртсе кайрĕ, çитес çулччен вăхăт пур-ха тесе харпăр хăйне лăплантарни пĕрре те вырăнлă мар. Ăнлантару ĕçĕ те, кăçал татса паман ыйтусем пирки  халех шутлани те тата пысăкрах шайра тата витĕмлĕрех пулмалли халех паллă.

Кăçал районти Тыр пул уявĕнче йывăçсем лартас тата  территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе уйрăмах палăрнисене  чысланă самант асра юлмалласкер пулчĕ. Çак чыслава çитес çул тивĕçекенсем ытларах пулсан тата лайăхрахчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 ноября 2005
00:00
Поделиться