Моргаушский муниципальный округ

Пĕрле пулса чунĕсене уçрĕç

 

1998 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Президенчĕн ятарлă указĕпе кăçалхипе саккăрмĕш хут эпир ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче Ача амăшĕн кунне паллă тăватпăр.

Кашни çыншăн çутă тĕнчере амăшĕнчен хакли никам та çук. Сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăракан чăваш хĕрарăмĕ çемьери пурнăçа та йĕркелесе тытса тăрать, производствăра та ырми-канми тăрăшать, çав вăхăтрах ачисене тюрюс воспитани парса çĕршыва юрăхлă ÿстерессишĕн вăй-халне шеллемест. Чăн та, пирĕн районтан салтак тивĕçне пурнăçлама кайнă яшсем район, республика ятне çÿлте тытаççĕ, Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеççĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн методика кабинетĕнче Амăшĕсен кунĕ ячюпе салтак амăшĕсемпе «çавра сĕтел» хушшинче тĕлпулу иртрĕ. Унта пыма 40е яхăн амăшне чĕннĕ пулин те, тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсенчен çурри ытла тĕлпулăва çитеймен.

Амăшĕн пĕлтерĕшĕ пурнăçра çав тери пысăк. Вăл кашни ачин ÿсĕмĕпе савăнать, хуйхă-инкек пулсан куляннипе канăçа çухатса çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупаймасть. Салтак амăшĕсем пирки те çавнах каламалла. Лару-тăру тĕрлĕ регионсенче лăпка мар пулнă вăхăтра хăш амăшĕн  чĕри лăпкă пулма пултаратăр. Хăйĕн ывăлĕнчен кунсерен хыпар кĕтсе, тĕрлĕ шухăшпа канăçсăрланать вăл. Ачине салтак тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пиллесе ăсатни, тĕрĕс воспитани илни хăйсен ырă çимĕçне параççĕ.

Муокаш районĕнчи пултаруллă аннесем вара пурте тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Пирĕн республикăра аннесене халалласа палăка чи малтан Исетерккĕ Ялĕнче лартнă. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме сакăр ывăлне вăрçа ăсатнă салтак амăшне Т.Н. Николаевана халалланă ăна. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи Аслă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 60 çул иртрĕ. Апла пулин те пирĕн салтаксен тĕрлĕ çĕрте вăрçă вучĕ витĕр тухма тиврĕ: Афганистан, Чечня, Югослави. Темиçе ăру салтакĕсем хутшăнчĕç унта. Кунта та амăшĕсен тÿпи пысăк.

Çакна палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче тĕлпулăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Пирĕн амăшĕсем умĕнче кашни кун пуçа таймалла, тав сăмахĕ каламалла. Мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçа тытса тăраççĕ.

Кăçал эпир ноябрĕн 4-мĕшĕнче пĕрремĕш хут халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăватпăр. Самани улшăннă май уявĕсем те улшăнаççĕ. Вăл çак уявăн историйĕ çинче чарăнчĕ. Анчах та пирĕн малтанхи уявсене те манмалла мар, çĕннисене те йышăнса йĕркеллĕ ирттермелле.

Юрий Александрович амăшĕсен хастар ĕçĕсем çинчен те каларĕ. Чăваш хĕрарăмĕн çирĕплĕхĕ – халăхпа пĕрле пулнинчен, йывăрлăхсене пĕрле пайланинче. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, килти пурнăçа та йĕркелесе тăраççĕ. Мухтавлă амăшĕсенчен пĕри – Т.Н. Николаева, вăл 8 ывăл ÿстерсе Аслă Отечественнăй вăрçа ăсатнă, 4-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Пĕр ывăлĕ Г.А. Алексеев Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, тепĕр ывăлĕ Егор Алексеев А. Матросов пек паттăрлăх кăтартса тăшман амбразурине кĕлеткипе хупланă, çыншăн чи хаклине, хăйĕн пурнăçне те çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн панă. Т.Н. Николаева паянхи  амăшĕсемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Хальхи çамрăксем те йĕркеллĕ воспитани илсе Тăван çĕршыва унăн пур кĕтесĕсенче те чыслăн хÿтĕлеççĕ. Акă, Е.Г. Борисов Раççей Геройĕн ятне тивĕçрĕ. «Паттăрлăх» орденне тивĕçнисем те пур. Çамрăксене тĕрĕс воспитани парса, сывлăх, мораль тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ ÿстерсен вĕсем хĕсметрен каялла чипертаврăнас шанăç пур. Уншăн вара шкулăн та, ашшĕ-амăшĕн те, общественноçăн та пĕрле тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен пурнăç пурин те пĕрре.

Ю.А. Иванов районти экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕпе те паллаштарчĕ. Татса памалли ыйтусем хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче ытларах. Вăл ытти отрасльсен ĕçĕ, ялти инфрастуктурăна аталантарасси, çурт-йĕр çавăрма çамрăксене пулăшу памалли çинче те чарăнчĕ. Юлашкинчен салтак амăшюсене çĕршыва юрăхлă маттур ывăлсем çитĕнтернĕшĕн тар турĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Тĕл пулăва республикăри салтак амăшĕсен комитечĕн представителĕ А.Е. Петрикова килнĕ. Çак комитетăн ертÿçи Л.И. Егорова октябрĕн 31-мĕшĕнче каллех Çурçĕр Кавказа тухса кайнă, сăмах май каласан, 22-мĕш хут. Çавăнпа та вăл унти салтаксен пурнăçне лайăх пĕлет. Кунтан вара амăшĕсен саламне, кучченеçсем илсе каять.

А.И. Петрикова хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Пурнăç йывăрлăхĕн тиевĕ Аслă ăрури амăшĕсем çине ытларах тиенчĕ. Афганистанра та, Чечен республикинче те пирĕн салтаксен кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Йывăр хуйхă çынсен чун-чĕрине хуçать (унăн ывăлне вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕн ятне панă). Вăл пурне те нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн пурте вилнĕ салтаксене асăнса 1 минут шăп тăраççĕ. Унтан салтак амăшĕсен Раççей Геройĕн Е. Борисовăн амăшĕ Л.Г. Борисова саламласа çирĕп сывлăх сунчĕ.

Районти çар комиссарĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Д.Н. Захаров салтак пурнăçĕ çинче чарăнчĕ. Афганистан  çĕрĕ çинче çичĕ яшăн пурнăçĕ татăлчĕ, Чечняран 3 салтак таврăнаймарĕç, Югославири лару-тăрура та пирĕн 1 ентешĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Кашни амăшĕн вара ывăлĕ çар службинчен каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтет, пăлханать. Вăл салтак амăшĕсене чăтăмлăхшăн, нумай хуйхă тÿсме вăй-хăват çитернишĕн чĕререн тав туса çĕре çити пуç тайрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă управлени ертÿçи, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.П. Петрова ку тĕлпулу ноябрь уйăхĕнче çак самантра, иртнин ахальтен мар, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Ăна район администрацийĕн тата республикăри салтак амăшĕсен комитечĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, пысăк тав вĕсене уншăн. Амăшĕсен пурнăçĕ, шăпи çинчен асăнса вăл ывăлсене анчах мар, мăнуксене те тивĕçлĕ воспитани парса ÿстермеллине каларĕ. Çĕршыва юрăхлă яшсене çитĕнтерсе хамăр çинчен ырă ят хăварар.

Хĕрарăмăн тивĕçĕсем килте те нумай енлĕ. Çемье тыткăчи, кил ăшши вĕсем, пирĕн аннесем. Çав вăхăтрах район экономикине çĕклессишĕн кашни отрасльтех тăрăшса вăй хураççĕ. Вăл пурне те тав туса малашне те пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ.

Çакна палăртмалла, салтак амăшĕсен «çавра сĕтел» хушшинчи тĕлпулăвне ирттерме «Чувашкредитпромбанк» спонсор пулса пулăшнă. Унăн представителĕ С.И. Леонтьева пĕр ыйтăва та, пĕр çырăва та тимлĕхсĕр хăварманнине палăртрĕ. Кăçалхи 9 уйăзра кăна çемьесемпе ачасене пулăшма, республикăра физкультурăпа спорта, культурăпа архитектурăна аталантарма 300 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Пысăк тав вĕсене уншăн.

Салтак амăшĕсем тĕлпулура чĕрĕ чечексемпе парнесене тивĕçрĕç. Район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕ çумĕнчи «Илем» ушкăн аннесене халалласа юрланă чухне амăшĕсен куçĕсем шывланчĕç, халăх юррисене те кăмăлтан итлерĕç вĕсем. Пĕр-пюринпе кăмăлтан калаçса чунĕсене уçрĕç, тĕлпулăва йĕркеленĕшĕн тав турĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 ноября 2005
00:00
Поделиться