Депутатсем, пуçаруллă пулар!
Паянхи номерте (3-6-мĕш стр.) депутатсен ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйланин итогĕсене участоксем тăрăх пичетлетпĕр.
Сулава хутшăннă 400 кандидатртан 185-шĕ депутата суйланнă. Вĕсен шутĕнче 20 ертÿçи, 51 служащи, 6 предприниматель, 54 рабочипе колхозник, 13 ĕçсĕр çын, 7 пенсионер, 6 суту-илÿ ĕçченĕ. 65 хĕрарăм, 120 арçын.
Ялти депутатсем суйлавçăсене уйрăмах çывăх. Вĕсем пĕр ялта, пĕр урамра пурăнаççĕ. Апла пулсан вырăнти пурнăçа пĕлсе-курса тăраççĕ.
Çĕнĕрен суйланнă депутатсем ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн пуçаруллă ĕçлессе шанатпăр.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"