Çулсем иртеççĕ те... астăвăм чĕререх
«Ырă ырăпа таврăнать», - тет малашлăха пăхакана вĕрентсе халăхăмăр сăмахĕ. Çакăнта кÿршĕне, пĕрле ĕçлекен-пурăнакана, çыншăн е халăхшăн усăллă ĕç тăвакана манма кирлĕ марри, ăна унăн ĕçĕшĕн ырăпа асăнасси пирки каланă. Çак сăмахсене вуласан кашниех хăйĕн кун-çулне, ĕçне-хĕлне пăхса тухни пирки иккĕленÿ те çук. Паян вара эпир харпăр-хăй çинчен мар, хамăр халăхăмăрăн паттăр Кăйкăрĕ – Андриян Григорьевич Николаев - пирки ырăпа асăнăпăр.
«Геройсем» герой патне
20 çул пĕр улшăнмасăр «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи профсоюз комитетне, юлашки çулсенче хуçалăхри ветерансен Советне ертсе пыракан Зоя Михайловна Романова пуçарнипе тата çак Канашăн ялсенчи (5 ял) членĕсем тăрăшнипе чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шурчапа Шуркассинче пурăнакан 24 ветеран хуçалăх ертÿçи Р. Тимофеев уйăрса панă автобуспа СССР летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ çуралса ÿснĕ Шуршăла экскурсие кайса килчĕç. Тÿрех каламалла, çул çÿреве тухнă 60, 70, 80 çулсенчи кинемейсемпе арçынсенчен ытларахăшĕ çак тĕнчипех мухтавлă ялта пĕрремĕш хут пулса курчĕç.
- Шуршăл çинчен илтмен çын ÿуках. Унта Америкăран килеççĕ Те эпир вара сехет çурă каймалăх инçĕшре пурăнса та каяймастпăр-и; Чăваш Республикин аталанăвĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçе кÿлĕнсе ĕçпе пиçсе ÿснĕ ĕç паттăрĕсен тÿпи те пуррне шута илсе çавăнта эпир кайса кураймастпăр-и, терĕмĕр. Хуçалăх ертÿçи пулăшнипе, акă, ĕмĕтĕмĕре пурнăçа кĕртрĕмĕр, - терĕ çул çÿреврен ăшă кăмăлпа таврăнакан ветерансен кăмăлне пĕтĕмлетсе З. Романова.
«Герой» хуçалăхра ветерансем паян пурĕ 251 çын. Вĕсем кашниех тăван ен аталанăвĕшĕн çичĕ хут тар тăкса хуçалăха çултан çул ура çине тăратнă. Паян Шурчасем экономика тĕлĕшĕнчен районта нумайăшĕнчен çирĕпрех тăракан хуçалăх. Производствăра ĕçлекенсем çак ÿсĕмре хуçалăхра пурăнакан тата вăй çитнине кура паян та ĕçе тухакан ветерансен тÿпи пысăккине те ăнланаççĕ.
Хуçалăх çинчен. «Герой» хуçалăхăн 1481 гектар çĕр. Ун çинчен Шурчасемпе Шуркассисем, Кÿстерексем кăçал 626 гектар тырă-пулă, 80 гектар çĕр улми, 2 гектар пахча çимĕç, 28 гектар тымар çимĕç, 339 гектар нумай çул ÿсекен курăксем, 44 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 129 гектар улăх-çаран ути ÿстернĕ те туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл каçарма ытлă-çитлĕ утă-улăм, сенаж-силос, тырă, кăшман янтăланă. Паян хуçалăхăн сарайĕсенче 176 пуç сумалли ĕне, 174 пуç самăртмалли ĕне выльăх, 76 пуç кăçалхи пăру, 573 пуç сысна, 194 пуç сурăх пур.
Ветерансене çак кун инçе çула илсе кайса килнĕ Владимир Иванов водителĕн хуçалăхри ĕç стажĕ 15 çул. Юлашки 4 çулне автобуспа çÿрет, техникăна ялан юсавлă тытать. Çавăнпа çул çинче те унпа шанчăклă.
- Каяс-и, каяс мар-и тесе нумай шутларăмăр, халĕ вара кулянмастпăр. Эпĕ Шуршăлта пĕрремĕш хут пултăм. Çурчĕсем хитре пулни тата тавралăхри тирпейлĕх тĕлĕнтерчĕ. Музейра çÿрени – пушшех,- терĕ 7 ача çуратса ÿстернĕшĕн ордена тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ Валентина Семеновна Шурнова 2 костыльпе пулсан та халăхран юлмасăр çÿресе ĕшеннĕ хыççăн. Унпа чылай ĕçсенче пĕрле пулнă тата 7 ача çуратса ÿстернĕ Елизавета Петровна Соловьева та килĕшрĕ. Çакăн хыççăн çул çÿревпе кăмăллă юлнă кашни ветеранах аса илÿ авăрне путрĕ.
- Андрияна 1-мĕш космоса вĕçнĕ хыççăн Шупашкара килсен курса. Эпĕ ун чух тĕп хуламăрти Чапаев поселокне пиччесем патне кайсаччĕ. Пиччесем те çакăн хыççăнах ывăл çуралсан, ăна Андриян ят хучĕç. Чăваш çынни тĕнче уçлăхне тухнишĕн епле хĕпĕртеттĕмĕр эпир ун чухне. Паян Шуршăлта пулни эпир хамăр паттăрăмăра манманнине кăтартать, - тет Таисия Игнатьевна Любимова.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче 5 ача çуратса ÿстернĕ, ĕç ĕмĕрĕн пысăк пайне сурăх тата ĕне фермисенче ирттернĕ, вăхăтра ВДНХран кĕмĕл тата пăхăр медальсем илсе килнĕ, районти Хисеп хăми çинчен тухман Анастасия Федоровна Иванова Шуршăлта пĕрремĕш хут мар-мĕн.
- А. Николаев космоса вĕçнĕ хыççăн 1-2 çултан хамăр колхоз машинисемпе Сĕнтĕрвăррине сĕлĕ илме кайрăмăр. Пирĕн шофер В.И. Иванов çула май Шуршăла илсе кĕртрĕ. Паянхи ял марччĕ вăл ун чух. Штукатуркăланă кирпĕч çуртран пире хирĕç пĕр пĕчĕкрех ачапа космонавт амăшĕ тухрĕ, эпир мĕн çăмăлпа çÿренине ыйтса пĕлчĕ, уçă кăмăлпа пирĕн ыйтусем çине хуравларĕ. Паянхи çул çÿрев çамрăклăха аса илтерчĕ, - терĕ Анастасия Федоровна Иванова.
Анриян патĕнче эпир халĕ
Çак кун çул тăршшĕпех Шурчасемпе Шуркассисем чĕлхе çинчен Андрияна вĕçертмерĕç.
- Хам ветерансен Совечĕн членĕ пулнă май Шуршăла каяс шухăш çуралсан ăна пурнăçа кĕртессипе тимлерĕм, кун пирки ял çынисемпе калаçрăм, ăнлантару ĕçĕ ирттертĕм. Паян, акă, пурсăмăр та Андриян патĕнче. Вăл космоса икĕ хутчен вĕçсе чăваш ятне çĕклерĕ. А. Николаев пирĕншĕн паян та вĕçере, - терĕ космонавтика музаейĕнчен тухсан Зинаида Семеновна Троицкая. Çак хастар хĕрарăм хăйĕн ĕç ĕмĕрне ялти социаллă сферăра ирттернĕ. Медсестра пĕлĕвне илнĕскер çамрăкла 6 çул Шурчари фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ, Шуркассинче медпункт уçсан унти ĕçе йĕркелесе янă хыççăн куçăмсăр майпа учителе вĕренме кĕрсе 1963 çулта Шуркассинчи пуçламăш шкула ура ярса пусать те ачасене пĕлÿ çулĕ çине кăларассипе 33 çул вăй хурать, 5 ача çуратса ÿстерет, «Ача амăшĕ» медале тивĕçет.
- Андриян космоса пĕрремĕш вĕçнĕ кун паян та асрах. 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ. Утарçă пулăшаканĕ пулса ĕçленĕрен ирех вĕллесем пăхма кайрăм. Омшанникран таврăннă чух радио кĕрле кăна: çын космоса вĕçнĕ, Гагарин тĕнче уçлăхĕнче. Тепĕр çулхи августăн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне чăваш каччи вĕçсе тухни татах та савăкрах пулчĕ, ÿсĕмлĕрех ĕçлеме хавхалантарчĕ, чăваша тĕнчипе мала кăларчĕ, - аса илет 43-44 çул каяллахи ĕçсене Дина Ильинична Михайлова.
Шурчапа Шуркассинчен космонавтика мухзейне пынă ветерансем музейри кашни экспонатпах çывăх паллашрĕç. А. Николаев космоса вĕçнĕ 4730 килограмлă «Восток» карапăн 10000 градус ăшша чăтма пултаракан çĕр çине таврăннă космонавт кабини умĕнче, ентешĕмĕр вĕçев хыççăн Шупашкара килнĕ çăмăл автомашина умĕнче сăн ÿкерĕнчĕç. «Нихăçан килсе курман, кунти илемлĕхпе тирпейлĕх савăнтараççĕ», - текен ветерансем музей тăрăх ертсе çÿрекен каласа панине пĕр сăмах сиктермесĕр итлерĕç.
«Андриян патĕнче эпир халĕ», - пăшăлтатрĕç ветерансен тутисем А. Николаев вилтăпри çинче уçнă часавая кĕрсе çуртасем çутнă май.