Çĕнĕ саккунпа çĕнĕлле ĕçлемелле
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен тата çĕнĕрен йĕркелленĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен семинар-вĕренĕвĕ иртрĕ.
Ăна кĕске сăмах каласа район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ. Вăл пурне те яваплă ĕçе суйланнă ятпа саламларĕ. Суйлав иртсе кайрĕ. Малалла вара пурин те пурнăçра тухса тăракан ыйтусене татса парассишĕн çанă тавăрса ĕçе тытăнмалла, суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăлармалла, палăртрĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсене йĕркелÿпе кадрсен тата право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен суйлавсем саккунпа килĕшÿллĕн, йĕркеллĕ иртнĕ, унта суйлавçăсен 53,6 проценчĕ хутшăннă, 19 суйлав участокĕнче кăтартусем район кăтартăвĕнчен те пысăкрах пулнă.
Вырăнти самоуправлени органĕсене йĕркелÿпе кадрсен тата право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен пай ертÿçин çумĕ И.В. Волкова ял поселенийĕсен тытăмне çĕнĕлле йĕркелесси, вырăнти самоуправлени органĕсен мĕнле нормативлă документсем йышăнмалли çинчен каларĕ. Чи малтанах ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕнче Устав йышăнман пирки вăхăтлăх регламент йышăнмалла. Устав проектне халăхпа сÿтсе явассине йĕркелемелле. Унта вырăнти халăхăн ытларах пайне явăçтарни кирлĕ, мĕншĕн тесен ялсенче малалла çав Уставпа килĕшÿллĕн пурăнмалла пулать. Пĕрремĕш ларура çавăн пекех ял поселенийĕсен депутачĕсем яланхи комиссисем çинчен Положени тата комиссисен составĕсене те çирĕплетеççĕ.
2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче «РФ вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-ФЗ № саккун вăя кĕнĕ май ял поселенийĕсен хăйсен бюджечĕ пулать. Вăл мĕнрен пухăнать тата çав укçапа ăçта усă курмалла, кун пирки район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи В.А. Иванова чарăнчĕ. Бюджетăн тупăшсен пайне ял поселенийĕсен территорийĕнче вырнаçнă предприятийĕсен налукĕ, урăхла каласан ĕç укçинчен тÿлекен (подоходный) налук, вăл 10 процент чухлĕ унта каять. Унсăр пуçне пурлăхран тата çĕр пахалăхне кура çĕршĕн тÿлекен налук та çавăнтах кĕрет.
Вырăнти бюджет укçи ялсене тирпей-илем, хăт кĕртме, спорт мероприятийĕсем ирттерме каять. Касса тăкакĕсене вара централизациленĕ бухгалтери урлă йĕркелесе пымалла пулать.
Çитес çултан пуçласа пурлăхран илекен налука та унăн пĕтĕмĕшле хакне шута илсе палăртаççĕ. Тÿлемелли йĕрке те улшăнать. Çĕршĕн тÿлекен налук виçи чакать.
Район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева ял поселенийĕсенчи культура учрежденийĕсем мĕнле ĕçлесси пирки пĕлтерчĕ. Малашне вырăнсенче культура учрежденийĕсен ĕçне йĕркелесе пырасси район шайĕнчен ял поселенийĕсем çине ытларах тиенет.
Семинар-вĕренÿре пĕтĕмпе малаллахи ĕçпе çыхăннă 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсен шутĕнче: ял администрацийĕсен докуменчĕсене йĕркелесе çитерсе муниципаллă архива упрама парасси, ял поселенийĕсен документацине йĕркеллĕ çырса пырасси* ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвне ирттересси. çăмăллăхсене укçа парассипе улăштарнă май йĕркелÿ мероприятийĕсене ирттересси çинчен.
Çĕнĕ çултан тытăнса паян усă куракан çăмăллăхсем вырăнне уйăхсерен тылра ĕçленисене 400 тенкĕ, ĕç ветеранĕсене 160 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула айăп тÿснисене 1000 тенкĕ, реабилитациденисене 1220 тенкĕ тÿлеме пуçлаççĕ. Ăна тÿлесси Чăваш Республикинчи Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви урлă пулса пымалла.
Семинар-вĕренÿ ĕçне район пуçлăхне Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕсем чылай хушăнаççĕ. Çавăнпа кашни хăйĕн ĕçĕсене пурнăçлассин меслечĕсене улăштарса çĕнĕлле ĕçлеме тытăнмалла, мĕншĕн тесен çак должноçа никама та вăйпа лартман. Хăйсем килĕшнипе вĕсене халăх суйланă. Çавăнпа та суйлавçăсен ыйтăвĕсене шута илсе тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле, вĕсем сирĕн тăрăшулăха куллен туйса тăччăр, терĕ вăл.