Суйлав саккунне пăхăнмалла
Ирĕклĕ майпа сасăласа патшалăх влаçĕн тата хăй тытăмлăх органĕсене суйлани влаçа халăх йĕркеленине пĕлтерет.
Граждансен суйлав првисене вăя кĕртме патшалăх влаçĕн мĕн пур сыпăкĕсем – саккун кăлараканни, ĕç тăваканни, суд – майсем туса параççĕ. Суйлавсем саккунлă иртнине прокуратура органĕсем хытă тĕрĕслеççĕ.
Прокуратура органĕсем çын прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлени, саккунсене пурнăçлани çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çав шутра, паллах, суйлав саккунĕсене вăя кĕртнине те. Раççей гражданĕсем влаç органĕсене суйлама тата хăйсем суйланма пултараççĕ. Кунта саккуна пăснине тупса палăртсан, çирĕп ответ тытма тивет.
Суйлава хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта районти прокуратура надзор ĕçне уйрăмах вăйлатрĕ. Суйлав ыйтăвĕсемпе граждансене куллен йышăнатпăр. Октябрĕн 15 тата 16-мĕшĕсенче оперативлă работниксем дежурствăра пулаççĕ. Суйлав саккунне пăснă тĕслĕхсем пирки пĕлсен 2-17-49, 2-11-05 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.