Моргаушский муниципальный округ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕ

 

2005 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕ                    495№

 Предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинчи 2005 çулхи тăхăр уйăхри экономика ăмăртăвĕн итогĕсем çинчен

Экономика ăмăртăвĕ çинчен калакан положенипе тата предпрятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинчи 2005 çулхи тăхăр уйăхри экономика ăмăртăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетекен комисси йышăнăвĕпе  килĕшÿллĕн çапла йышăнатăп:

1. 2005 çулхи 9 уйăхри экономика ăмăртăвĕн итогĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕсем тесе йышăнас:

1.  Ял хуçалăх предпрятийĕсем хушшинче:

1 вырăн - Ильич яч. хис. хуçалăх*

2 вырăн – «Лидер» ООО*

3 вырăн – «Свобода» хуçалăх.

«Герой», «Оринино», «Восток» хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртас.

2. Промышленность, строительство тата халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче:

1 вырăн – «Моргаушрайбыт» ООО*

2 вырăн – «Сеспель» ЗАО*

3 вырăн – «Моргаушавтотехсервис»ОАО.

«Моргаушагропромхимия»ОАО, «Муркашри кирпĕч завочĕ»ЗАО лайăх ĕçленине палăртас.

3. Ял администрацийĕсем хушшинче:

1 вырăн – Уйкас Янасал ял администрацийĕ*

2 вырăн – Йÿçкасси ял администрацийĕ*

3 вырăн – Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕ.

Хорнуй, Муркаш, Ярапайкасси  тата Турай ял администрацийĕсем лайăх ĕçленине палăртас.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ В.Г. Никитин.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 октября 2005
00:00
Поделиться
;