Моргаушский муниципальный округ

Пурнăç çулне суйланă

 

Районти шкулсенче вĕрентÿ шайĕ хăпарса пырать. Çакна шкултан вĕренсе тузнисен вăл е ку вĕрентÿ заведенине вĕренме кĕни те çирĕплетсе парать. Кăçал, акă, пĕтĕмпе 446 ача шкултан вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен 182-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Ку вăл пĕтĕм йышăн 40,8 проценчĕ пулать. 115 выпускник бюджет йĕркипе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче. Халĕ çакăн пек кăтарту: 164 ача шкул хыççăн Чăваш Республикинчи, 13 РФ шайĕнчи аслă вĕренÿ заведенийĕсене  вĕренме кĕнĕ. 23 выпускник тÿрех ĕçе вырнаçнă. 132 вĕренекен вăтам специальноçлă вĕрентÿ заведенине, 73ĕн профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ.

9 класран 667ĕн вĕренсе тухнă пулсан, 538шĕ 10 класа çÿреççĕ. 52ĕн вăтам специальноçлă вĕрентÿ заведенийĕнче, 58ăн профтехучилищĕсенче вĕренеççĕ. 9 класс хыççăн ĕçлекенсем 11ĕн.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 октября 2005
00:00
Поделиться
;