Пĕрлехи вăй – аталану никĕсĕ
Ĕçлесен çул айккинче тăрса юлмăн. Çак тĕрĕслĕхе «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кунти ĕçченсен тăрăшулăхĕ те çирĕплетсе параççĕ. Шурчасемпе Кÿстерексем уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче ăнăçлă ĕçленипе пĕрлех ыранхи куна пăхса строительство ĕçĕсене те хăй еккипе ямаççĕ. Акă кăçал та хуçалăхра строительствăпа юсав ĕçĕсене çĕршер пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çакна валли аякри вăйсене чĕнмен, хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпех пурнăçланă. Çапла вара иртнĕ çу кунĕсенче Виталий Семенов ертсе пыракан строительство бригади унифлекс материалпа 1600 тăваткал метрлăх тырă складне витсе тухрĕç, столяр мастерскойĕнче Алексей Михайлович Суворовпа Аркадий Хозлеев хатĕрленĕ чÿрече рамисене ĕне ферминчи икĕ сарайĕнче пĕтĕмпе майлах улăштарчĕç. Асăннă столярсем машина-трактор борчĕсене, ферма алăкĕсене туса-юсаса пани те хуçалăхри ĕçсен пахалăхĕ çине витĕм кÿрет.
Хуçалăхри строительсемпе юсавçăсен вăйĕпех обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çак тĕллевпе ĕне ферминче чÿречесем улăштарнисĕр пуçне Шурчари сысна ферминче те сахал мар ĕçсем пурнăçланă: кивелнĕ тамбура сÿтнĕ, 120 тăваткал метрлăх çивитти юсанă, урай сарнă-çĕнетнĕ.
Строительствăпа юсав ĕçĕсем хуçалăхра пур енлĕ пыраççĕ. Акă, вырма умĕн виççĕмĕш уй-хир бригадин (Кÿстерек) йĕтем çивиттине капиталлă юсанă. Социаллă инфрастуктура çине пăхса Шуркассинче 3 пĕве, Шурчара 2 пĕве, кашни ял таврах униче картисене, хапхасене юсанă. Малашлăха пăхса тырăна газпа типĕтмелли напольнăй сушилка тума пуçланă.
Хуçалăх аталаннипе пĕрлех ял çыннисен пурнăçĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Хуçалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕсем те çĕнĕ капмар çуртсем çĕкленеççĕ, яла çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Акă 5 çул механизаторта ĕçлекен Юрий Николаевич Евдокимов эсир сăн ÿкерчĕкре куракан çуртра кĕçех çĕнĕ пÿрт ĕçки уявлĕ. Сăмах май, Евдокимовсен династийĕ хуçалăхра сумлисенчен пĕри. Юрăн ашшĕ Николай Евдокимович хуçалăхра 30 çул ытла «хурçă утпа» ĕçленĕ, халĕ слесарьте вăй хурать. Ывăлĕсенчен тепĕр иккĕшĕ: Володя – хуçалăх водителĕ, Сергей – сварщик.
Çапла çав, пĕрлехи вăй пĕрлехи аталанăва никĕслет. Çакăнта хуçалăхри йывăç çуракан цех пирки те асăнмасăр иртме çук. 9 çул кунта ĕçлекен ( унтан юлашки 2 çулне тĕп пилорамщикра) Николай Петрович Пискарев хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсемпе хуçалăх валли те, ял çыннисене те хăма материалпа çителĕклĕ тивĕçтерет.