Моргаушский муниципальный округ

Малашлăха пăхса талпăнмалла

 

Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалласа районта ирттерекен Тып-пул уявĕ умĕн хаçат корреспонденчĕ Ильич яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономне Федор Аверкиевич Егорова кăçалхи ĕççи тата малашлăх задачисем çинчен каласа пама ыйтнă.

-Юпа уйăхне кĕнĕ тĕле хуçалăх уй-хирĕсенче кĕрхи ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленчĕç. Çавăнпа та уяв ячĕпе тата тăрăшуллă пулнăшăн рядовой ĕçченсене, механизаторсемпе  мĕн пур специалистсене чунтан саламласа тав тăватăп. Вĕсен хастарлăхне пула  уй-хир ĕçĕсем вăхăтра, пысăк пахалăхпа тирпейленчĕç.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа ыйшши культурăсем вăтамран 24,5 центнер тухăç пачĕç: «московская-39» кĕрхи тулă 45 центнер таранах тухрĕ. Кăçал 3 гектар çинче çĕнĕрен акнă «ирень» çурхи тулă 40 центнер тухăç пачĕ. Перспективлă сорт тесе шутлатпăр. Клейковина хисепĕ 30 процент таран. Çăмăллăн çапăнать. Лайăх хатĕрленĕ çĕр çинче унăн лаптăкне çитес çул 30 гектара çитересшĕн.

Çитес çул валли кĕрхи культурăсене 270 гектар акса хăвартăмăр, çав шутра 10 гектарне Белоруссирен кÿрсе килнĕ «михась» сортлă кĕрхи тулă йышăнать. Малашнехи çулсенче кĕр тыррисен лаптăкне 350-400 гектара çитерме палăртатпăр.Пĕр енчен, çур акинче ытти культурăсемпе лайăхрах, пахарах ĕçлеме майсем уçăлаççĕ. Фунгицидсемпе вăхăтра сирпĕтсе тухсан кĕр тыррисем те йĕркеллех хĕл каçаççĕ, ÿркенмелле мар кăна.

Кăçал вырмана 5 комбайн хутшăнчĕ. Уйрăмах Вячеслав Аврамов  хастар пулчĕ, «Енисей» комбайнпа 700 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕлерĕ. «Нива» маркăллă «хир карапĕсем» вара кивелсе çитрĕç, «чи çамрăкки» те вунă çултан иртнĕскер. Гербицидсене вăхăтра сапнăран уйсем кăçал çумланса каймарĕç, çанталăкĕ те вырмара йĕркеллĕ ĕçлеме май пачĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр культурăсене (фуражлăх валли уйăрнисене) выльăхсем патне аламасăрах яма пулать. Фуража ытлă-çитлех хатĕрленĕ, утă та, сĕтеклĕ апатсем те выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма çитмелле. Улăм вара выльăхсене ун чухлĕ кирлĕ те мар тесе пĕтĕмлетÿ турăмăр. Çавăнпа çитес çул измельчителлĕ çĕнĕ «Енисей» комбайн туянасшăн, çĕре çемçетнĕ çĕрте усă курасшăн.

Çĕр улмине кăçал 68 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ, вăтам тухăç 150центнерпа танлашрĕ. Тĕпрен илсен, пусăсене «удача», «петербургский», «зов», (кусем тухăçлăрах пулчĕç), «чародей» сортсем йышăннă. Вăрлăха çĕнетессипе тимлетпĕр, кăçал массăллă репродукциллĕ вăрлăх пачах лартман. «Иккĕмĕш çăкăра» тыр-пул пухса илнĕ лаптăксене мар, канса илнĕ çĕрсем çине ( сăмахран, нумай çул ÿсекен курăксем) лартма тăрăшатпăр. Асăннă культурăсене туса илмелли  технологие малашне те çĕнетсе пырас туртăмлă, чи малтанах çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тĕллевпе.

«Иккĕмĕш çăкăра» копалкăпа кăларакан Алексей Васильевпа Валерий Степанов тÿрĕ кăмăлпа вăй хучĕç. Кунта вĕсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсемпе  тивĕçтерни те усă пачех, çавăнпах ĕнтĕ 5-шер тонна çĕр улми ĕçлесе илме пултарнинчен тĕлĕнмелли çук. Çак продукцие вăхăтра, çухатусемсĕр пухса кĕртме пулăшнăшăн хам ятпа тата хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе Сосновка, Чуманкасси, Муркаш, Советски (Етĕрне районĕ) шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене питĕ пысăк тав. Вĕсене кирлĕ условисемпе тивĕçтерме тăрăшрăмăр, çитес çул та пирĕнпе  тытакан çыхăну татăлмасть тесе шанатпăр.

Хуçалăх 380 гектар çинче кĕрхи çĕртме турĕ, ăна 400 гектартан кая мар çитересшĕн. Кунта МТЗ-1221 тракторпа ĕçлекен Леонид Макаров, ДТ-75 тракторсемпе ĕçлекен Александр Александров, Николай Ильин механизаторсен хастарлăхне палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра халăхпа ĕçлеме çăмăл мар. Çавăнпа та Андриян Аврамов, Михаил Иванов, Галина Васильева опытлă бригадирсене уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама халăха явăçтарма пултарнăшăн тав сăмахĕ кăна каламалла. Паян бригадăсенче çуртри вăрлăхĕсене алаççĕ.

Малашлăхра – хуçалăхри уйсене пысăклатасси, вĕсене 200 гектар таран çитересси. Шутласа пăхнă тăрăх пĕчĕк лаптăклă уйсенче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерни, çакăн чухне тухакан тĕрлĕ тăкаксем ниепле те тупăш илме май памаççĕ. Пирĕн шутпа, уйсенче энергоресурссем перекетлеме май паракан, хăватлă, вăл е ку операцие пурнăçланă чухне сарлакан илсе пыракан, комбинированнăй агрегатсем  ĕçлесен тăкаксем сахалланмаллах. Технологисене çĕнетсе пыни те пире кăçал тĕш тырă 15 процент, çĕр улми 25 процент пĕлтĕрхинчен нумайрах пухса кĕртме май пачĕ.

Çак тата ытти тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн вара хуçалăх ертÿçисен те, агрономăн та, ытти специалистсен те пĕр тĕллевпе малалла талпăнса ĕçлемелле. Пур хуçалăхсенче те.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 октября 2005
00:00
Поделиться