Асăнмалăх,савăнмалăх, хамăр ята хăвармалăх
Кăçал ЧР Президенчĕ «Парксемпе садсен çулталăкĕ» Указа алă пуснă хыççăн çак ĕçсемпе çыхăннă меропрятисем пирĕн районта та пĕлтерĕшлĕ самантсемпе палăрса юлчĕç ĕнтĕ. Уйрăмах «Йывăç ларт та ăна упра» акци ăнăçлă иртет.
Çакна кăçалхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Кашмаш ялĕнче иртнĕ акци те витĕмлĕнех çирĕплетрĕ. Кашмашри, Çатракассинчи, Очăкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем пĕрле вăй хунипе иртрĕ вăл. Вĕсемпе пĕрле экологи меропрятине, пĕтĕмĕшле уява Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин ачасемпе çамрăксен «Эткер» пултарулăх çурчĕ, Шупашкар хулинчи çамрăксен пĕрлештернĕ экологи дружини хутшăнни çут çанталăк тусĕсен чăн-чăн уявне хăт кĕртрĕ çеç.
Акцие шăпах Кашмашсен пуçарăвĕпе йĕркелесе ирттерни ăнсăртран мар. Кунти шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çут çанталăк ырлăх-пурлăхне упрас, тирпейлĕ тытса тăрас тата хушса пырас енĕпе çулленех палăрăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Тавралăха сыхлас-упрас туртăм кашни ачан чун-чĕринчех аталанса çирĕпленет, малашлăхра тарăн тымар ярать.
Шкул ачисен вăйĕпе çырма-çатраллă, усă курма юрăхсăр вырăнсенче çулсерен çĕршер-пиншер тĕп йывăç-тĕм хунавĕ тымар ярать. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем вĕсене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Кăçал та, сăмахран, парксемпе садсен çулталăкне хутшăнса, Кашмаш ял варринчи икĕ лаптăкра 7 пин тĕп йывăç лартса хăварнă, выльăх-чĕрлĕх кĕрсе таптасран вĕсене карта тытса çавăрнă. Пурăна киле çак вырăнсем тавралăха илем кĕртессе шанасах килет.
Акцие уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова кăçал районта Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине, республика Президенчĕн Указĕпе «Парксемпе садсен çулталăкне» халалласа мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ, вĕсене пурнăçланă çĕрте пĕтĕмĕшле шкулсенче вĕренекенсен тÿпи уйрăмах пысăккине палăртса каларĕ. Кашни шкулта тенĕ пекех малтанхи парксемпе садсене çĕнетнĕ, тирпей-илем кĕртнĕ, çĕннисене уçнă, аллейăсем хывнă.
-Паян сире, çакăнта пухăннисене, çапла ырă сунса каласшăн. Ваттисене хисеплĕр, çут çанталăка юратăр та упрăр. Ун чухне сире те çулсем иртнĕ май чыс-хисеп пулĕ. Çакăнта пухăннă виçĕ шкулта вĕренекенсен вăйĕпе кăçал çуркуннехи уйăхлăх вăхăтĕнче 10,5 пин тĕп йывăç лартса хăварнă. Лайăх пăхса тăрă-упрăр вĕсене, хăвăр çитĕннĕ май вĕсем те çÿлелле туртăнса хăпарччăр, - терĕ вăл.
Кашмашри Культура çурчĕ умне çак кун çут çанталăкăн вун-вун çамрăк тусĕ пуçтарăнчĕ. Уява ялти вăрçăпа ĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те чĕннĕ. Авенир Иванович Перлов кунта чи кĕтнĕ хăнасенчен пĕри пулнинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Вăрçăпа ĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕ хăй шкулта ĕçленĕ çулсенче çитĕнекен ăрăва çут çанталăка, тавралăха юратма вĕрентнĕ. 1970 çулта шкул лесничествине йĕркелесе ăна пĕр улшăнмасăр вăтăр çула яхăн ертсе пынă. Вăл йывăçсем лартас ĕç епле пуçланни, сарăлса-аталанса пыни çинчен каласа пани пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Авенир Иванович пуçарнипе лартса хăварнă «Перлов вăрманĕ» паян 10 гектар лаптăк йышăнать, кунта 40 ытла тĕрлĕ йывăç ÿсет.
Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти ачасен пултарулăх ушкăнĕ «Вăрмана юрат, упра» тематикăллă литмонтажа питĕ ăста хатĕрленĕ. Акцин тĕп саманчĕ Кашмашри Культура çурчĕ умне «Туслăх аллейине» хывса хăварни пулчĕ. Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнче 1998 çулта хывса хăварнă питомникран А.И. Иванов лесник аллея хывма 50 тĕп чăрăш кăкласа килсе пачĕ. Пухăннисем, хăнасем ăна пурте пĕрлехи вăйпа, виçĕ рете килĕшÿллĕ лартса хăварчĕç. Халĕ ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх кĕрсе таптасран, ытти сăтăрçăсем усалланас-тискерленесрен лартнă йывăçсен йĕри-тавра карта тытса çавăрасси тĕп ĕç пулса юлать. Ырă ĕмĕтпе тунă ĕç сая ан кайтăрччĕ.
«Йывăç ларт та ăна упра» акци Кашмашра çакăнпа çеç вĕçленмерĕ. Республикăри çамрăксен экологи дружинин членĕсем пухăннисене ял хыçĕнчи чăнкă çырмаллă вырăна йыхравларĕç. Çакăнта лартса хăварма вĕсем 1200 тĕп хыр, чăрăш, юман хунавĕсем илсе килнĕ. Дружина пайĕн ертÿçи Михаил Суин пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Кашмаш шкулĕнче пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ. Çуркунне те пулнă кăçал, питомник лартма, йывăçсен вăррисене лартма пулăшнă. Дружина вара республикăри вун пĕр районти 30 ытла шкулпа çыхăну тытать, экологи пĕлĕвĕсем парассипе витĕмлĕ вăй хурать, çулленех çуркунне тата кĕркунне «Хамăр вăрмана чĕртсе тăрат» акцисем ирттерет.
Кашмаш ялĕ хыçĕнчи çырма-çатраллă пĕр вырăнта çав кун çĕнĕ хунавсем тымар ячĕç. Асăнмалăх, савăнмалăх, тавралăха илем кĕртмелĕх. Лартаканнисемшĕн вара – хăйсен ятне хăвармалăх.