Моргаушский муниципальный округ

Ачасем – пирĕн шанчăк

 

Социаллă фонд «Эп юратакан тĕнче» ятпа ачасен Пĕтĕм тĕнчери конкурсне ирттерет.  Ку конкурса вăл  Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе йĕркелет.  Ачасен художествăлла ĕçĕсен конкурсĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унта 5 – 15 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Ÿкерчĕксене акварельпе,           тушьпе, перопа, хутăш техникăпа ÿкерме юрать. Калăпăшĕ çакăн пек пулмалла: А1 (60х30), А2 (40х60), А3 (30х40). Конкурса шкулсем, студисем, ачасен çурчĕсем, шкул-интернатсем, инвалид-ачасем пурăнакан учрежденисем хутшăнма пултараççĕ.

Тема анлă: конкретлă вырăн - край, хула, çурт, картиш тата ытти пулма пултарать. Ĕмĕтри фантастика тĕнчине те хут çине куçарма юрать: ача хăйĕн ĕмĕтне, хăй мĕн çинчен шухăшланине, хăйне лайăх туякан тĕнчене хут çине ÿкерсе кăтартма пултарать.

Ÿкерчĕксене çак адреспа ярса памалла: 107031. Россия, г. Москва, ул. Петрова, д.19, стр.1, офис 6. Ÿкерчĕксене ярса памалли юлашки вăхăт – декабрĕн 30-мĕшĕ таран янине штемпль тăрăх уйăраççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 октября 2005
00:00
Поделиться
;