Моргаушский муниципальный округ

Техникăна – тирпейлĕ управа

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн, ял хуçалăхпе апат-çимюĕç управленийĕн ертÿçин В.К. Ананьевăн хушăвĕпе уй-хирти кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас, унпа çитес çулхи уй-хир ĕçĕсенче тухăçлă усă курас тата çакна валли вăхăтра хатĕрленсе çитес тĕллевпе техникăна  йышăнса управа лартас енĕпе районти комисси тусахунă, унăн йышне çирĕплетнĕ. Комисси председателĕ – ял хуçалăхпе апат-çимĕç управденийĕн тĕп инженерĕ А.В. Казамбаев.

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас тĕлĕшпе палăртнă уйăхлăх сентябрĕн 26-мĕшĕнче  пуçланнă, çак тапхăрта мĕнле ĕçсем туса ирттермеллипе ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе инженери службисем патне çитернĕ. Конкурс итогĕсене октябрĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 октября 2005
00:00
Поделиться
;