Пĕр тĕллевпе вăй хурсан кăна
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ЧР Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» тата «Йывăç ларт та ăна упра» Указĕсене тĕпе хурса, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе сентябрĕн 20-мĕшĕ – октябрĕн 20-мĕшĕсенче районта йывăçсем лартмалли, ялсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх ирттереççĕ.
Кашни ял администрацийĕн территорийĕнчех уйăхлăх пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе ÿыхăннă, çаакăншăн чи малтанах вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ялсен старостисем яваплă пулса тăраççĕ. Тĕп ĕçсен шутне эрозие хирĕç кĕрешмелли плотинăсем тăвасси, вăрман тăрăхĕсем лартасси, хальхи парксемпе садсене йĕркеллĕ пăхса тăрасси, вĕсене тирпей-илем кĕртесси, çĕнĕ парксемпе садсем хывса хăварасси, вĕсенче улма-çырла йывăçĕсем ытларах лартасси т. ыт. те кĕреççĕ. Кашни ял администрацийĕнчех ку тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисен планне, туса ирттермелли ĕçсен калăпăшне палăртнă. Паллах, вĕсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен коллективĕсене анлăн явăçтарма шутлаççĕ. Хăш-пĕр шкулсем ку енĕпе хастарлăхпа палăрма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсем хатĕрленĕ улма-çырла йывăçĕсемпе тĕммисене районти тĕп больница еннелли лаптăкра 0,5 гектар çинче лартса хăварнă. Нискассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем те ку таранччен мĕн тунипе çырлахасшăн мар, малаллах талпăнаççĕ.
Йывăç-тĕмсем тенĕрен, çуркуннехи уйăхлăх вăхăтĕнче вĕсене район территорийĕнче 67 пине яхăн штук лартса хăварнă. Шел пулин те, йĕркеллĕ пăхса тăманран тата выльăхсене кĕртсе таптаттарнăран вĕсен пĕр пайĕ пĕтнĕ е хăрнă-типнĕ. Кĕркуннехи уйăхлăх вăхăтĕнче çавăн пек лаптăксене çĕнетме-лайăхлатма задача лартнă. Çак тĕллевпе чи малтанах хăй тĕллĕн çитĕннĕ хунавсемпе усă курма палăртнă. Ку ĕçре каллех шкулсенче вĕренекенсен пулăшăвĕсĕр йывăртарах килет-тăр. Çак уйăхлăхра вара районта çĕнĕрен 6-7 пин тĕп йывăç-тĕм (чăрăш, хыр, хурăн, вĕрене, пĕвесем пуçĕнче хăва т. ыт. те) лартма палăртнă. Паллах, вĕсем те çителĕклĕ тимлĕх уйăрмасан çÿлелле чăшăл каймĕç.
Район шайĕнче тата вырăнсенче кая хăвармасăр татса памалли ытти çивĕч ыйтусем те çук мар. Чи малтанах вĕсем тĕрлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр тăкмалли вырăнсемпе, вĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе çыхăннă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра тĕрлĕ вырăнсенчен пухăнакан çÿп-çап, таса марлăх Мăн Сĕнтĕртен Ильинкăна каякан автоçул çывăхĕнчи çырма-çатрана пуçтарăнать. Анчах ку тăрăхра пурăнакан çынсенчен çăхавсем сахал мар ĕнтĕ. Те юри çунтаракан, те тивсе кайнипе çунакан çÿп-çапран таврара ырă мар шăршă тăрать, çакăнтан ытти инкексем те (сывлăх енĕпе) тупăнсах тăраççĕ. Çÿп-çап тăкмалли çĕнĕ вырăн тăвасси пирки (республика бюджечĕн укçипе) вариантсем пур. Пĕрремĕшĕ, ăна Ивановка ферминчен иртсен пĕр километрлă зонăра вырнаçтарасси. Иккĕмĕшĕ, полигона Малиновка вăрманĕнчен иртсен шурлăхлă вырăнта тăвасси. Хальлĕхе ку варинтсем татăклăн çирĕплетнисем мар. Халăх шухăшне пĕлни те кирлех, тен, юравлă-килĕшÿллĕрех вариантсем те пулĕç.
Сăмах май, вырăнти ял администрацийĕсен территорийĕсенче çÿп-çап, ăпăр-тапăр тăкмалли вырăнсене палăртса йĕркене кĕртни кирлех. Шел пулин те, хальлĕхе ку енĕпе кăмăла çырлахтараканни сахал. Килсенчи таса марлăха ăçта кăна тăкмаççĕ пулĕ, çакна валли территорире ятарлă пĕр вырăн тусан пурин кăмăлне те тивĕçтерĕччĕ, тавралăха варалас ыйту та сирĕлĕччĕ. Анчах та администрацисен пуçлăхĕсем кутран тапасса кĕтеççĕ пулас, хăйсен енчен пуçарулăх курăнсах каймасть.
Пытармăпăр, тавралăха, çут çанталăка сыхлас-упрас ыйтусем укçа-тенкĕпе те тÿреммĕнех çыхăннă. Кунта çакна палăртса хăварни вырăнлах-тăр. Тавралăха сиен кÿнĕшĕн тĕрлĕ формăллă предприятисен бюджета укçа куçармалла. Тăкаксен çăл куçĕсене тĕрлĕ енлĕн палăртнă. Чи малтанах вĕсен шутне вутă, çĕр кăмрăкĕ, çут çанталăк газĕ çунтарнăшăн пăхнă. Иккĕмĕшĕнчен, бензинпа, топливопа, çут çанталăк газĕпе усă курса сывлăша варалакан техника хатĕрĕсемпе усă курнăшăн тÿлемелле. Вăл е ку предприяти территорийĕнчен юхса тухса тавралăха варалакан тĕслĕхсем те килĕшÿллех мар вĕт, çуп-çапа, ăпăр-тапăра та ăçта кирлĕ унта тăкатпăр. Халĕ, рынок условийĕсенче, çакăн пекех тăкаксемшĕн, сиен кÿнишĕн пĕтĕмпех тÿлес пулать.
Шел те, хальлĕхе çакна ăнланса ăша хывакансем сахалрах. Районти тĕрлĕ формăллă 62 предприятирен ку енĕпе хăйсен тивĕçĕсене 17-шĕ çеç пурнăçланă. Асăннă укçа-тенкĕне пухса çитермесен тавралăха, çут çанталăка упрас енĕпе те йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ, чи малтанах пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пурнăçлассипе. Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк территорийĕсене тытса тăрасси тата упраса хăварасси те çакăнпах çыхăннă. Апла пулсан, шутласа пăхмалли пурах. Палăртнă ĕçсене çак уйăхра вĕçлеймесен кая юлатпăр вĕт.