Моргаушский муниципальный округ

Октябрĕн 16-мĕшĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ. Халĕ агитаци тапхăрĕ малалла пырать. 4 шайри депутатсем суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ, хăйсен программипе паллаштараççĕ, суйлавçăсен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ. Иртнĕ эрнере çакнашкал тĕл пулусем Мăн Хураçкара, Тренккăра, Катькасра, Вăрманкассинче, Яросклавкăра, Чуманкассинче иртрĕç.

Паян вара кандидатсемпе Шетмĕпуçĕнчи, ыран Юнкăри Культура çурчĕсенче тĕл пулусем иртеççĕ. Кĕçнерни кун вĕсем Йÿçкассинчи, эрне кун Турайри, шăмат кун Москакассинчи Культура çурчĕсенче суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 октября 2005
00:00
Поделиться