Моргаушский муниципальный округ

Кашни киле – компьютер

 

Республика пуçлăхĕ Н. Федоров питĕ кирлĕ Указа – «Чăваш Республикин гражданĕсене информаци ресурсĕсемпе тивĕçтерессине вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен» - алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Çак Указа пурнăçлани чылай çемьене çĕнĕ компьютер технологийĕсемпе туллин усă курма май парĕ. Президент компьютер туяннă, Интернетпа çыхăннă чух мĕнле çăмăллăхсемпе тивĕçтерме май пуррине палăртма хушрĕ. Указпа килĕшÿллĕн Министрсен Кабинечĕ компьютер туянма паракан кредитăн процент виçине саплаштарма субсиди парас йĕркене палăртрĕ. Çак виçе Раççей Тĕп Банкĕн рефинансировани виçин 2-3 пайĕнчен кая пулмалла мар. Тĕллевлĕ тавар кредитне субсидилеме 2006 çулта республика бюджетĕнчен вун-вун миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 октября 2005
00:00
Поделиться
;