Б.И. Павлова асăнса – мини-футбол турнирĕ
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Б.И. Павлова асăнса мини-футбол турнирĕ иртет, 9 сехетре пуçланать. Унта ял хуçалăх предприятийĕсенчи, организацисемпе учрежденисенчи физкультура коллективĕсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнаççĕ. Командăсен составĕнче – 9-шар участникпа 1 представитель.
Çĕнтерÿçĕ-команда куçса çÿрекен кубокпа диплома, укçан премие, призерсем дипломсемпе укçан премисене тивĕçеççĕ.
Н. Шамакова-Бурлакова парнисемшĕн
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе чупассипе СССР чемпионки пулнă Надежда Шамакова-Бурлакова парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен кĕрхи кросĕ иртнĕ. Ачасемпе çамрăксен Муркашри В. Егорова ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн спортсменĕсем унта ăнăçлă хутшăннă, командăсем хушшинче пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Кĕçĕн çулхи яшсем хушшинче Н. Никитин (тренерĕ Р.В. Григорьев) пĕрремĕш, А. Скворцов (тренерĕ А.К. Савельев) иккĕмĕш результатсем кăтартнă. Çак ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче старта тухнă О. Охотникова (тренерĕ И.В. Смирнов) дистанцие иккĕмĕш вĕçленĕ. Вăтам çулхи яшсенче П. Охотниковпа И. Ушков призерсен шутне кĕнĕ, ăмăртăва вĕсене А.К. Савельевпа Р.И. Потапов тренерсем хатĕрленĕ.
Е. Николаева парнисемшĕн
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен чемпионкин Елена Николаеван парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ иртнĕ.
Ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен Муркашри спорт шкулĕн воспитанникĕсем унта пĕтĕмĕшле лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Хăйсен ушкăнĕсенче Ирина Портнова, Алиса Петрова. Евгений Казамбаев çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, Марина Смирнова иккĕмĕш, Нина Охотникова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Паллах, çак ÿсĕмре çамрăк спортсменсене старта тухма хатĕрленĕ А.В. Васильев, И.В. Воробьев, И.В. Смирнов. А.А. Николаев тренерсен тÿпи пысăк.
Мăн Вылара
Октябрĕн 2-мĕшĕнче республикăри çăмăл атлетсем хăвăрт утассипе тата кросс чупассипе Элĕк районĕнчи Мăн Выла салине пĕр тăван Семеновсен (хăвăрт утассипе республикăри тата ун тулашĕнчи ăмăртусенче пĕр хутчен кăна мар палăрнăскерсем) парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăртăва пуçтарăннă.
Пирĕн район команди унта çичĕ çынран тăракан йышпа хутшăннă. Уйрăмах палăрнисем Ирина Никитина (2 километра чупса виççĕмĕш вырăн) тата Марина Смирнова (хăвăрт утассипе). Çамрăк спортсменсене ăмăртăва хатĕрленсе хутшăнма Валентина Петровна Портнова частнăй предприниматель пулăшнă.