Моргаушский муниципальный округ

Мускава - апат-çимĕç сутма

    Раççей Федерацийĕн Правительствин тата Мускав хулин хушăвĕпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Раççейĕн тĕп хулинче Раççей агропромышленноç эрне иртет, вăл ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕн уявĕпе тĕл килет. Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче «Ылтăн кĕркунне» курав йĕркелеççĕ. Çак эрнере курав центрĕн территорийĕнче  тата Мускав районĕсенче ял хуçалăх продукцийĕсемпе халăх промыслисен суту-илÿ ярмăрккине ирттерме палăртнă.

Чăваш Республики курав-ярмăрккана хастар хутшăнакансенчен пĕри шутланать. 30 автомашинăран тăракан колонна Мускава юпа уйăхĕн  6-мĕшĕнче çитет, тăватă кунра Мускав çыннисемпе тĕп хула хăнисем чăвашсен ял хуçалăх таварĕсене: çĕр улми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ кăшман, пан улми, пыл, аш-какай, кăлпасси тата кондитер изделийĕсене туянма пултараççĕ. Чăваш Енпе Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн стенчĕсем те паллаштарĕç.

Районтан Мускава 6 автотранспортпа тухса кайма уйрăм предпринимательсемпе  фермерсем хатĕр. Чару çук, вĕсен йышне ыттисем те хутшăнма пултараççĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 октября 2005
00:00
Поделиться
;