Моргаушский муниципальный округ

Курав уçăлчĕ

Районти историпе краеведени музейĕнче час-часах паллă художниксен декоративлă прикладной искусствăпа халăх пултарулăх ăстисен ĕçĕсен выставки иртет. Юн кун унта республикăри «Культура хыпарĕсен марафонĕ» программипе Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕсен Людмила Михайловнапа Аркадий Всеволодович Акциновсен ÿкерчĕкĕсен куçса çÿрекен куравĕ уçăлчĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова саламларĕ. Ÿнер искусстви çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре чылай пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Программăра çавăн пекех паллă художниксем çинчен видеофильм кăтартрĕç. Ачасем хушшинче экспресс-конкурс иртрĕ ÿкерес енĕпе.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 октября 2005
00:00
Поделиться
;