Ватăсене сума суса
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çак куна пирĕн районта та тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Çак уйăхра, акă, пĕччен пурăнакан ватăсен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç: пÿрчĕ-хуçалăхĕ хĕллехи условисенче пурăнма май пур-и; Çĕр улми пахча-çимĕç, ытти продуктсем çитеççĕ-и; Мĕнле пулăшу кирлĕ вĕсене - çак ыйтусемпе интересленчĕç вырăнсенче.
Ватă çынсен кунĕ ячĕпе пур хуçалăхпа ял администрацийĕсенче те аслă ăрури çынсене чыслаççĕ çак кунсенче. Октябрĕн 1-мĕшĕнче çакнашкал мероприятисем Мăн Сĕнтĕрти, Турайри, Тренккăри ветерансен çурчĕсенче те пулаççĕ. Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри коммуналлă мунчасенче ватă çынсем çак кун тÿлевсĕрех çăвăнма, çÿç кастарма пултараççĕ. Вырăнсенче ватă çынсене чысласа радиопередачăсем йĕркелеме те палăртнă. Культура ĕçченĕсем те çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ. Пур библиотекăсемпе Культура çурчĕсенче те ватă çынсене чысламалли мероприятисем йĕркелеççĕ. Кашни предприятипе организацирех вĕсенче вăй хурса тивĕçлĕ кнăва тухнă аслă ăрури çынсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене чыслаççĕ. Шур халатлă сывлăх сыхлас сфера ĕçченĕсем медицинăпа сиплев учрежденийĕсем çук ялсене тухса, ватă çынсен сывлăхне тĕрĕслĕç. Сентябрĕн 30, октябрĕн 1-мĕшĕсенче ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ватă çынсем вырăнти самоуправлени органĕсен ертÿçисемпе тĕл пулаççĕ, уяв концерчĕ пулать.