Ячĕ нихăçан та ан манăçтăр
Çак кунсенче эпир, Мăн Хураçка шкулĕнче вĕренекенсем, хамăр ентеш, Геральд Васильевич Лукоянов ăсчах, нумай-нумай кĕнеке авторĕ çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă турăмăр.
Асăну-уявра эпир ăсчах-вĕрентекен çул-йĕрĕпе утса тухрăмăр. Хаклă çыннăмăра чысласа сăвă-юрă янăрарĕ, вăл кăларнă учебник-кĕнекенсен выставкине йĕркелерĕмĕр. Унăн мăшăрĕ, Галина Николаевна, аса илÿсемпе паллаштарчĕ. Геральд Васильевич Лукоянов тĕлĕнмелле çын пулнă иккен: ăслă, сăпайлă, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"