Уйăхлăх пулать
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕ – октябрĕн 20-мĕшĕсенче районта йывăçсем лартмалли тата ялсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх иртет, вăл ЧР Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» тата «Йывăç ларт та ăна упра» Указĕсемпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ çирĕплетнĕ мероприятисен планне вырăнти ял администрацийĕсене çитернĕ.
Ял администрацийĕсен вĕсен территорийĕсенче вырнаçнă организацисемпе килĕшсе татăлса, парксемпе садсенче тирпей-илем ĕçĕсем туса ирттермелле, çĕнĕ парксем, аллейăсем, вăрман тăрăхĕсем йĕркелессине пурнăçламалла.
«Моргаушсельлес» патшалăх предприятийĕн, Ильинка тата Малиновка лесничествисен вара уйăхлăхра йывăç лартмалли материалсемпе тивĕçтермелле.
Район хаçатĕнче тата вырăнти радиовещани передачисенче уйăхлăх епле иртни пирки тăтăшах çутатса тăма сĕннĕ.