Моргаушский муниципальный округ

Шухăшлаттаракан ыйту

 

Канлĕччĕ, халĕ вара...

Маларахри çулсенче пирĕн Шурча салинче районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн йышăну пункчĕ ĕçлетчĕ. Çав пункт урлă ку таврари халăх кулленхи пурнăçра пысăк пулăшу илсе тăнă. Тумтир таврашĕ, атă-пушмак çĕлеттерме е юсаттармалла пулсан тÿрех йышăну пунктсене утаттăмăр.

Уйрăмах хĕлле тăхăнмашкăн çăматă йăвалаттарма меллĕ пулнă. Çуркунне йышăну пунктне çăм кайса параттăмăрччĕ те кĕркунне валли çăматă хатĕр пулатчĕ. Çавăн пекех радиотелеаппаратура тата йăлара усă курмалли электроприборсене тĕрĕслесе юсаттармалла пулсан та йышăну пункчĕн приемщици çак ĕçе  хăйех пурнăçлатчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, йышăну пункчĕ халăха нумай енлĕ пулăшу панă, çынсем питĕ кăмăллă пулнă.

Анчах та тем сăлтавпа çав пункта хупса хучĕç, халăха йывăрлăх кĕртсе ÿкерчĕç. Халĕ ĕнтĕ ялсенче пурăнакансен çÿç кастарма та Муркаша, район центрне çитес пулать, ытти пулăшу ĕçĕсене те кунтах пурнăçлаттарас пулать. Юрĕ-ха, çамрăксем унта çÿреме пултараççĕ. Ватă, чирлĕ çынсен ăçта кайса кĕмелле;

Юлашкинчен çакна çеç пĕлес килет. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пунктсене мĕншĕн тата кам хушăвĕпе  пĕтерсе хучĕç, мĕншĕн халăха йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕç;



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 октября 2005
00:00
Поделиться