Моргаушский муниципальный округ

«Ытла та вăтанчăк пулнă эпĕ...»

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Йÿçкассинчи вăтам шкул. Пĕлÿ çулĕн пуçламăшĕн линейки. Ачасене ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ăшă сăмахпа саламлакансем хушшинче çак шкулта 38 çул хушши вĕрентнĕ, халĕ Куçкăн ялĕнче пурăнакан Анна Николевна Васильева, пухăннисене саламласа, шкула хаклă телевизор парнелерĕ.

« Эй, шăпа, камшăн эс ырă, камшăн усал,

Мĕншĕн туррийĕ пĕр пек пайламасть,

Лайăх çынсемшĕн ырри темшĕн сахал,

Çавна нихçан та никам та ăнланмасть», -

тет Анна Николаевна хăйĕн 2003 çулта пичетленнĕ «Ват юман юрри» кĕнекинче. Çак йĕркесен ăнлавĕ авторăн кун-çулĕпе пĕр пекрех килнинче, чун ыратăвĕн тĕпренчĕкĕнче. Эпĕ литература критикĕ мар, кĕнекен тымарне хак параймăп, анчах юман темле чăвашшăн та паллă, юратнă йывăç. Юман – атте вăл, пирĕн  тĕрек, ĕлĕк-авал юманран тинĕс карапĕсем тунă, катка-пичке ăсталанă, пÿрт урайĕсене юман тĕрекĕсем çинче çирĕплетнĕ, чăвашсем карта-хура чикмекĕсене юманран тума тăрăшнă. Юман малашлăха çирĕп ĕненет, халăха итлет, сĕнÿсем парать. Çавăнпа та питĕ вырăнлă усă курнă хăй кĕнекинче Анна Николаевна юман сăнарĕпе. Чăваш халăхĕн ĕçченĕлĕхĕ, сăпайлăхĕ, ырă кăмăлĕ, йăвашлăхĕ, пĕр-пĕрне пулăшасси - çак пахалăхсем илемлетеççĕ авторăн поэмине, сăввине.

Пĕтĕм Йÿçкасси тавралăхĕ ăна аван пĕлет. Эпĕ унпа иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕнчех паллашнăччĕ. Шкулăн 40 çулне пĕрле уявланине  астăватăп. Ун чухне ăста педагог пуллнине, обществăлла ĕçре маттуррине асăрхарăм.

- Ачалăх манăн, ытти хĕр ачасен пекех, савăклă килмен, - аса илет халăх учителĕ, халĕ пенсионер, - анчах шкулта вĕренни маншăн чи пысăк савăнăç пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче уй-хирте çĕр каçсах тырă вырăттăмăр, утă пуçтараттăмăр, çĕр улми ÿстереттĕмĕр, ытти ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Пире «ĕç кунĕсем» (трудодни) интереслентермен, часрах фашист эткерĕсене çĕнтерсе «вăрçă пĕттĕрччĕ» тесе ырми-канми тăрăшнă. Кукамай ман ырă чунлăччĕ, сăпайлăччĕ, турра ĕненекенскерччĕ, нихăçан та усал сăмах каламан. Анне пачах урăхла, кăра çилĕллĕ хĕр арăмччĕ, ача чухне пире ним айăпсăр хĕрхенмесĕр «патак çитеретчĕ». 1941 çулхи кĕркунне вăл та танк чăрмавĕсем тумалли траншейăсем чавма кайнăччĕ. Ÿснĕ майĕпе тухтăра вĕренсе халăх сиплевçи пулма, Хусанти медицина институтне кайма ĕмĕтленнĕччĕ. «Хĕрĕм, унта вĕренме сана валли укçа çитереймĕп пулĕ», - терĕ атте, Николай Иванович Стаканов. Апла пулсан Шупашкарти педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче вĕренме шутларăм. Анчах кăлăхах: ытти хĕр-упраç, юлташсем, филологи факультетне кăмăлланă, мана та ÿкĕтлесе унта туртса кайрĕç.

1956 çулта вырăс уйрăмне пĕтерсен Пушкăртстана направлени панă ăна. Анчах Йÿçкасси шкулĕнчи  истори учителĕпе Меркурий Васильевпа 2-мĕш курсра чухнех паллашнăскер, аякри чăвашсем патне каяймасть, Йÿçкассинчех юлать. Меркурийпе пĕрлешсе çемье тĕвĕлеççĕ, вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе  литературине вĕрентме пуçлать.

- Питĕ хăюсăр та вăтанчăк пулнă эпĕ, малтанхи кун саккăрмĕш класа пĕрремĕш урока кĕнĕ чухне чĕркуççисем самаях чĕтрерĕç, - аса илет Анна Николаевна çав саманта, - ман çине хĕрĕх сакăр куç пăхать, манăн куçăмсем аялалла усăнаççĕ. Çăмăл марччĕ малтанах, мĕн чухлĕ ыйăха çухатнă пулĕ. Çитменнине, тăватă çул хушши ачасем çуралса пычĕç. Ерипен хăнăхса пытăм, Какаç яĕнчен куллен 11 çухрăм шкула, 11 çухрăм яла утни сывлăха çирĕплетсе пычĕ пуль. Вĕрентес опыт та вăй илме, хуллен пухăнма пуçланă.

Çуллахи каникулсенче канма пĕлмесĕр, вăхăта шеллемесĕр ачасем валли вырăс классикĕсем çинчен альбом-плакатсем хатĕрленĕ. Çырăнса илнĕ методика пособийĕсене нумай вуланă çамрăк учитель. 60-мĕш çулсенче май килнĕ таран хăйĕн укçипе тата Шупашкарти учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт пулăшнипе вырăссен паллă писателĕсен Мускаври çурчĕ-музейĕсенче темиçе хут пулса тавракурăма анлăлатнă Анна Николаевна. Çаксем пурте ачасене тарăн пĕлÿ пама пулăшнă. Вĕрентÿ опычĕ пуянланнă май педагог хăйне çирĕппĕн туйма пуçланă. Анчах ĕç-пуç темле ăнăçлă пулса пырсан та ун тавра ырă мар вĕрен явкаланать. Пĕррехинче районти çут ĕç пайĕн сотрудникĕсем эрне хушши вĕрентекенсен пултарулăхне тĕпчесе тишкереççĕ. Вырăс чĕлхипе литератури ĕçне лайăх паллăпа хаклаççĕ. Çак хаклав, темшĕн-çке, шкул директорĕпе унăн аппăшне, вырăс чĕлхи учительне, кĕвĕç чунлăскерсене, килĕшмест. Курайманлăх кăвайтне чĕртме хăтланаççĕ çаксем.

Мана, рисованипе черчени урокĕсене вăтам шкулта вĕрентме диплом илнĕскере, çÿлтисем урăх ĕçе янă пирки шкулта ĕçлеймерĕм, уншăн халĕ те ÿкĕнетĕп. Çапах та учительсен хушшинчи çыхăну-хутшăнусене ăнланатăп: хăшĕн урок сехечĕсем нумайрах, хăшне класс ертÿçи пулма шанаççĕ – ыттисем вара çакна курса кĕвĕçеççĕ, вăрттăн курайманлăх аталанать. Ĕлĕк, эпир вĕреннĕ вăхăтра та çаплаччĕ вăл.

Çемьери тепĕр пăтăрмах та Анна Николаевнăн чунне лăскать, мăшăрĕ, хăй педагог пулсан та, черккене кăмăллама хăнăхса пынăскер, арăмне ытти арçынсем çумне хушса-кĕвĕçсе канлĕх памасть.

Мĕн тĕрлĕ пурнăç йÿçĕклĕхне тÿсмен пулĕ Анна Николаевна!; 1979 çулта аслă хĕрĕ, Хусанти институтра пĕлÿ илнĕскер, пÿкле вилĕмпе пурнăçран уйрăлчĕ, тепĕр çултан упăшки те çĕре кĕчĕ. Тепĕр икĕ ачине пĕчченех ура çине тăратса-вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çынсем турĕ.

Çапах та, çапах та... Çирĕп чунлă хĕр арăм пурнăç тумхахĕсене парăнмасть. Хĕллехи шартлама сивĕсенче Атăлта шыва кĕрсе сывлăхне çирĕплетни те пулăшать пулĕ пурнăç çине реалистла пăхма. Яланах обществăлла ĕçе хутшăнать, çамрăксемпе усăллă калаçусем ирттерет, худжествăлла пултаруллăхра та пит маттур.

Йÿçкасси вăтам шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрĕнчи икĕ аса илÿ: Фаина Ивановна Кириллова, пенсионер: «Аван, ăнланмалла вĕрентетчĕ вырăс чĕлхипе литературине. Уроксене яланах çав вăхăтри пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшатчĕ, ырă тĕслĕхсем илсе кăтартатчĕ. Çав вăхăтрах çирĕп ыйтатчĕ. Апла пулин те эпир унăн урокĕсене те, хăйне те çав тери юратнă». Муркашри «Çĕнтерÿ ялавĕ» район хаçачĕн редакторĕ Анатолий Иванович Тихонов: «А.Н. Васильевăн кашни урокне эпир чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Пирĕншĕн унăн сехечĕсем пурнăç урокĕсем пулнă, кирек епле ыйтупа та канашлама май пурччĕ унпа. Вĕренекенсем умĕнче мăнна хумастчĕ, вĕсемпе тан тытатчĕ хăйне».

Ватлăха пĕччен ирттерес мар тесе шкулти учительпе, Александр Иванович Суринпа пĕрлешет, унăн тăван ялне – Куçкина пурăнма куçать. Тепĕр 11 çул çывăхри Ильинка вăтам шкулĕнче ĕçлет. Кунта та ял çыннишĕн тăрăшать. Унăн çынлăхĕ, ăшă кăмăлĕ – пĕтĕмпех ял çыннисен умĕнче. Вĕрентнĕ ачасенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен яланах тав сăмахĕсем, ырă сывлăх суннисем капланса икĕ çÿллĕ хурама айĕнче ларакан капмар кирпĕч çурт хапхине килеççĕ.

2003 çулта пуш уйăхĕнче Муркашри историпе краеведени музейĕнче алăпа тĕрленĕ пысăк калăплă ĕçсен куравĕ пулса иртрĕ. Экспозицисене курсан куç-пуç алчăрса кайрĕ, тĕлĕнсе хытрăм. «Кам çакăн чухлĕ тĕрлеме тÿсĕмлĕх çитернĕ;» Кунта паллă классиксемпе тĕнри персонажсен сăнĕсем, пейзажсем, натюрмортсем... Пăхатăп: авторĕ – А.Н. Васильева. Акă ăçта музыка янăравĕ; Анна Николаевна ăста художник та иккен!

Çак кунсенче вĕсем патĕнче хăнара пултăм. Канăç çук икĕ пенсионерăн – картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, анкартинче иртме май çук тĕрлĕ сортлă сĕм вăрман пек улмуççи сачĕ, курăк çинче пусма вырăн çук тăкăннă шултра панулми. Пÿрт çумĕнче панулми тултарнă тулли михĕсен шаршанĕ.

- Кусене Çĕмĕрлене «на переработку» ăсатма хатĕрлерĕм-ха, - пĕлтерет вăрăм сухаллă Мичурин. Мĕн тĕрлĕ сортлă чышкă пысăккĕш панулми çук пуль çур гектар çĕр çинче; Калчисене (рассадисене) çуллен тăрăшса та юратса ÿстерет, çынсене тивĕçтерсе ырă тăвать.

Пÿртри иккĕмĕш хутне хăпартăмăр вăр-варрăн кил хуçи хĕр арăмĕпе. Ватăлса алла усса ларманни куçкĕрет ман умра: юлашки вăхăтра алăпа тĕрлесе тунă çĕнĕ портретсем – «Казанская божье-матерь», "Владимирская божье-матерь", Иверская божье-матерь", «Иисус Христос», «Святой Николай Чудотворец», «Серафим Соровский», «Святой Пантелеймон» тата тĕрлĕрен пейзажсем...

Ăшшăн та хавхалануллă сăмахлать Анна Николаевна, çапах та пит-куçĕнче иртнĕ кукăр-макăр пурнăçăн йĕрĕсем тунсăхлăн палăраççĕ.

- Тен, пурнăç çулĕн йĕрĕпе такăнкаласа та утрăм пуль, турă каçартăр, анчах та Йÿçкассинче пурăнакан ывăлăм: «Аннеçĕм, эпĕ санпа мухтанатăп», - тени маншăн пысăк пархатарлă хаклав.

1975 çулта Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă ăна. 1977 çулта «Халăха вĕрентес отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1979 çулта «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ятне илнĕ.

- Темĕн те тăваттăм, анчах вăхăт çитмест, - кулянчăклăн шутарать сăмахне ветеран.

Хăçан пăрахать шкул мана пăлхатма,

Çутă кун ĕçпеле, ас илетĕп сайра,

Вăхăт сахал ман ларса та канма.

Ах, Йÿçкасси, яланах эс асра.

Çак йĕркесем аса килчĕç каллех унăн «Ват юман юрри» кĕнекинчен.

Тулли кăмăлпа тухрăм вĕсем патĕнчен. Хайлава ăнланмалларах епле çырмалла-ши тесе шухăшласа утрăм çĕнĕ асфальтлă çул тăрăх виçĕ çухрăмра ларакан автобус чарăнавĕ патне.

Алра – вĕсен кучченеçĕ, панулми тултарнă хĕрлĕ сумка.

Николай Яковлев.

 Куçкин ялĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 октября 2005
00:00
Поделиться