Ялан сыхă пулмалла
Ырă пулăмсемпе пĕрлех, шел пулин те, пирĕн пурнăçа хăрушшисем те кĕрсех тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри – террорла актсем. Пирĕн çĕршывра та ăна пула мĕн чухлĕ кун çул патĕнче. Çавăнпа та пирĕн тимлĕ пулмалла, хамăра хÿтĕлеме пĕлмелле.
Террорла актсем çеç мар, кирек епле чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма та. Иртнĕ июль уйăхĕнче тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ халăх нумай пуçтарăнакан объектсенче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрĕслев ирттерсе, çитменлĕхсемпе 40 акт çырнă. Çавăнпа та терроризма хирĕç кĕрешекен районти комисси иртнĕ кĕçнерни кун ирттернĕ ларăвĕнче чи малтанах пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата халăх нумай пуçтарăнакан обьектсенче «Терроризма хирĕç кĕрешесси çинчен» саккуна епле пурнăçланине тата ку тĕлĕшпе мĕнле хушма мерăсем йышăннине тишкерчĕç. Ăна асăннă комисси председателĕн çумĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.Д. Макаров ертсе пычĕç. «Муркашри сĕт-çу завочĕн», «Чувашэнерго» уçă акционер обществин, «Северные электрические сети» Муркашри филиалĕн, «Муркаш пасарĕн» ертÿçисене итлерĕç. Çÿлерех асăннă икĕ предприятинче – кашни çынах кĕрсе çÿреме те ĕçлеме те пултараймасть. Унта ĕçлеме кĕрекенсен биографийĕн малтанхи страницисемпе паллашмалла. Вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух та камсемпе килĕшÿ тунине лайăх пĕлмелле. Муркаш пасарĕнче видеоустановка вырнаçтармаллах. Ларура асăннă предприятисен ертÿçисене çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварчĕç.
Иккĕмĕш ыйтупа вара шкулсенче террорла актсем пуласран мĕнле хатĕрленÿ ĕçĕсем ирттернине, ку тĕлĕшпе Москакасси, Калайкасси, Турай, Вăрманкасси, Шомик шкулĕсен директорĕсене итлерĕç. Тĕпрен илсен, вĕсенче пуринче те малтан каланă çитменлĕхсене пĕтернĕ. Чрезвычайлă лару-тăру-мĕн сиксе тухас пулсан, хăш класри, ăçта тăракан, ачасен хăш алăкран тухмаллине пĕлеççĕ. Ларура шкулсенче террора хирĕç ирттерекен мероприятисемпе уйрăм дело уçмаллине каласа хăварчĕç. Шкулсенче пропуск режимĕ, ятарлă хурал пулмаллине çирĕппĕнех хушса хăварчĕç. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе вĕрентÿ учрежденийĕсем техника тĕлĕшĕнчен çирĕплетсен лайăх пулмалла. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕ те вырăнлă пулмалла.